16 февраля 2008 г.
Пурăннă чухне çыннăн кăмăлне тупма та, хăварма та нумай кирлĕ мар. Алманчăра çакна пушшех ытларах шута илеççĕ темелле. Мĕншĕн ун пекех тетĕр-и? Ял тăрăхĕ йĕркеленипе ялти кашни гражданина (вăл ăçта ĕçленине пăхмасăр) юбилейпа çеç мар, кашни çуралнă кунпа ирпе ирех вырăнти радиоузелпа саламлаççĕ, унсăр пуçне почта урлă ятарлă салам сăмахĕллĕ открытка яраççĕ. Пуринчен ытла çакăншăн тивĕçлĕ канăва тухнисем, пĕччен ватăсем хĕпĕртеççĕ. Сăлтавĕ те пур ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)