22 февраля 2008 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – Алманчăри Аппаковсен ачисем шкула час-час çÿременни, вăхăта усăсăр та тĕллевсĕр ирттерни. Çемьере вĕсем виççĕн: икĕ ывăл, пĕр хĕр. Амăшĕ çак йăнăша, проблемăна хăй фермăра ĕçлени, ир тухса кайнипе çыхăнтарать. Çапах ашшĕ-амăшĕ кирек ăçта ĕçлесен те ăспа-тăнпа кая юлман ачасен шкул уставне çирĕп пăхăнмалла, сăлтавсăр пĕр кун та шкулти урокран юлмалла мар. Çакă уншăн саккун пулмалла. Çул çитмен ачисемшĕн паян амăшех яваплă, çавăнпа та вĕсене кирлĕ пек тимлĕх уйăрмаллах. Комисси членĕсем те пурте çак шухăшпа килĕшнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)