14 февраля 2007 г.
Чăваш Республикин вырăнти самоуправлени органĕсене суйласси çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн, Алманчăри 54-мĕш суйлав участокĕнчи пĕрремĕш округпа пĕр çемьерен харăсах икĕ çын – ашшĕпе хĕрĕ – ял тăрăх депутачĕ пулма килĕшсе кĕрешĕве тухнă. Тан мар вăй темелле. Александр Федорович кăçал тивĕçлĕ канăва тухать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, хăйĕн ĕмĕрĕнче темиçе хутчен те ял совет депутачĕ пулнă. Малашне ашшĕ такăрлатнă сукмак çине тăнă хĕрĕ – Марианна Александровна – педагог. Ялти шкулта ачасене физика предметне юратма вĕрентет. Çамрăк специалист тăван шкулта тымар яни вун иккĕмĕш çул.
– Çакă пирĕншĕн çемье чысне, хисепне тепĕр хут тĕрĕсленин результачĕ пулчĕ-тĕр. Хамăн округри суйлавçăсем хăйсемпе хутшăнса ĕçлеме мана депутат пулма суйласа илнĕшĕн, шаннăшăн чăн малтанах вĕсене тав тăвасшăн, – калаçăва пуçларĕ Марианна Александровна депутат хăйĕн тивĕçĕ пирки калаçу пуçласа.
Çамрăк “халăх тарçине” хăйĕн участокĕнчи ватти-вĕттипе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулман. Ял çыннисем те ăна ашшĕн обществăлла ĕçне малалла тăсаканĕ тесех йышăннă. М.Горбунова çулĕпе те чи илемлĕ вăхăтра, пултаруллă, хастар пуçаруçă, нумай ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн юратнă вĕрентекенĕ.
Депутат каласа панă тăрăх, хăйĕн пĕрремĕш утăмне вăл суйлавçăсемпе, вĕсен пурнăçĕпе çывăхрах паллашнинчен пуçланă. Чапаев тата Ленин урамĕсенче (пĕр пайĕ кĕрет) ытларах ватăсем тĕпленнĕ тесех калаймăн. Кунта пĕччен пурăнакан икĕ хĕрарăм, Аслă Аттелĕх вăрçин икĕ участникĕ çемйипе пурăнаççĕ. Кирек мĕнле ыйтăва та кар тăрса татса пама çамрăксем те йышлă. Шкул ачисен сассисем пулнипе кассем тулли, илемлĕ. Ялта вĕсен вăйĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Хĕлле е çулла ачасем кинемейсемпе мучисемшĕн васкавлă пулăшăва хатĕрскерсем.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – çĕр участокĕсене патшалăх кадастрне шута илес тата куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен шута илес ĕç. Алманчăра Президент Указне пурнăçлас ĕç ăнăçлах пырать темелле. Çак ĕçе хăвăртлатас тата тирпейлĕ тăвас тĕллевпе М.Горбунова депутат ял тăрăх пуçлăхĕ патне хăйĕн ыйтăвĕпе тухнă. Хальхи вăхăтра вăл кашни çынран хăйĕн çĕрĕсене харпăрлăха илес пирки заявленисем пуçтарнă. Малалла вара кашнийĕнех пур ыйтупа темиçе çĕре çитмелле мар. Çĕр виçипе ĕçлекен ятарлă çынсем вырăна килсе виçсе каяççĕ. Ун хыççăн вĕсене ĕçленĕшĕн укçине çеç тÿлемелле. Çынсем пăтрашăнса, çухалса та çÿремеççĕ. Пурлăхĕсене шута илнĕ чухне те районти техника инвентаризацийĕн бюровĕпе пĕр чĕлхе тупасшăн. Вĕсене те ансат: кĕнĕ пĕр заявленишĕнех Алманчăна çити тухмаççĕ.
Депутатсем хушшинче Марианна Александровна бюджет, медицинăпа шкул, социаллă пурнăç ыйтăвĕсемшĕн яваплă. Хăй шкулта ĕçленĕрен, чăн малтан вăл ялти ăнăçсăр çемьери ачасене шута илнĕ. Вĕсем нумаях мар, 3 çемье çеç. Çапах та вĕсемпе нумай профилактика ĕçĕ тума, куçа куçăн тăрса чун-чĕререн калаçма, хăш чухне ÿкĕте кĕртме те тивет. Ку ыйтупа ытларах С.Чихина социаллă педагог ĕçлет.
– Çамрăк-ха эпĕ, чысшăн, чапшăн çунмастăп. Яланах чуншăн чун-чĕререн ĕçлеме тăрăшатăп. Хамăн професси енĕпе ирттерекен ăмăртусене те тăтăшах, кашнинчех хутшăнатăп. Республика шайне тухас ĕмĕтĕм те пысăк. Темиçе çул каялла районта йĕркеленĕ “Çулталăк учителĕ” конкурсра та хамăн тавра курăма тĕрĕслерĕм. Çавнашкал тупăшура, кĕрешÿре çеç хăвăн вăйна туятăн-çке... – терĕ мал ĕмĕтлĕ учитель-депутат, хăйĕн ĕçне сăпайлăн çеç хак парса.
Чылай чухне ватăсем калани пурнăçпа тан килет. “Улми йывăççинчен аякка ÿкмест” тесе пĕтĕмлетрĕм М.Горбунова депутат пирки.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)