Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чиркỹсĕр ял кĕтỹçсĕр сурăх кĕтĕвĕпе пĕрех"

02 февраля 2007 г.

 

Çакăн пек ытарлă сăмахсем каласа ăнлантарма тăрăшнă Алманчă чăвашĕ Тихон Митрофанович Хитров ялти хресченсен икĕ уполномоченнăйĕпе пĕр ĕмĕр каялла Чĕмпĕре чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев патне чиркỹ уçас ыйтупа кайсан. Ку вăхăта Алманчă самаях пысăк ял шутланнă, унта 900 яхăн çын пурăннă.

Кĕлĕ çурчĕ пулманран вĕсен тутарсен Сăкăт Мишерĕ витĕр сакăр çухрăмра ларакан Сăкăта çỹреме тивнĕ. Ачана шыва кĕртсе ят хума, вилене кĕлĕ тутарма, венчете тăма, тĕнĕн йăли-йĕркине тытма питĕ аякка утмалла-çке. Алманчăсене аван пĕлекен Иван Яковлевич пулăшнипе 1905 çул пуçламăшĕнчи çав калаçу хыççăн лав вырăнтан хускалнă. Виçĕ çул хушшинче халăх вăйĕпе кунта самай пысăк йывăç чиркỹ туса лартаççĕ, ăна Турă çĕр çине анни ятне Богоявление Господне панă. Вăл Крещени тенипе пĕр килет. Кĕлĕ çурчĕ хальхи вăтам шкул тĕлнелле пулнă. Влаçа большевиксем килнĕ хыççăн ăна хупса хунă, хĕресне антарнă, куполне ватнă. Тата каярахпа шкул çурчĕ туса пăхнă, унтан пачах сỹтсе пăрахнă, никĕсне çĕрпе тан тикĕсленĕ.

7-8 çул каялла çак вырăнта Николай Федоров предприниматель укçа- тенкĕпе пулăшнипе ылтăн куполлă хитре часавай туса лартнă. Вăл алтарьти престол тĕлĕнчех тесе шутлаççĕ. Халĕ чиркỹ вырăнĕ манăçмасть теме юрать. Мĕншĕн тесен ун умĕнчен куллен çĕр-çĕр ача утать. Мăннисем те килкелесе тăраççĕ, çурта çутса Турра асăнаççĕ.

Алманчă Шăнкăртам çырмин сылтăм çыранĕнчи тỹпемре вырнаçнă. Ял çумĕпе хывнă асфальт çулпа иртсе пын чухне унăн капмар çурт-йĕрлĕ урамĕсем ал лаппи çинчи пек курăнаççĕ. Варринче - ĕлĕкхи пекех икĕ тăрăллă чиркỹ. Вăл ахаль те сăрт çинче ларакан яла тата та çỹлелле çĕкленĕн туйăнать. Коммунистсем тунă йăнăша 60 çул иртнĕ xыççăн хальхи самана çыннисем тỹрлетме вăй-хал тупрĕç. 1995 çулхи пушăн 10-мĕшĕнче ял халăхĕ тата вырăнти агрофирма ĕçченĕсем çĕнĕ чиркỹ тума пикеннĕ. "Чиркĕве Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин инженер- строителĕ Валерий Валерианович Леонтьев проекчĕпе тунă. Стройка ĕçне строительсен бригадирĕпе Кузьма Иванович Ивановпа пĕрле вăлах йĕркелесе пынă. Укçа-тенкĕпе, строительство материалĕсемпе, транспортпа çĕр ĕç фирми тивĕçтернĕ", _ палăртать Алманчă шур сухалĕ тата ăсчахĕ, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Иван Тенюшев хăйĕн пĕр кĕнекинче.

Алексей Хитров ертỹçĕ те, Валерий Леонтьев строитель те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ: вĕсем урăх тĕнчере. Анчах ячĕсем манăçмаççĕ халăхра.

Богоявлени-Крещени ячĕллĕ чиркĕвĕн çĕнĕ çуртне хута янăранпа Христоса Иордан шывĕнче тĕне кĕртнĕ уяв кунĕсенче 10 çул çитрĕ. Пысăк юбилей мар пулин те Алманча Шулашкар-Чăваш митрополичĕ Варнава, Савватий епископ, епархин паллă ытти ертỹçи, кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий атте, Патăрьел район пуçлăхĕ Н.Глухов килсе çитрĕ. Пысăк литурги пулчĕ. Чиркĕве туса пĕтернĕренпех кунта настоятельте Георгий атте ĕçлет. Халĕ вăл Серафим игумен шутланать. Кĕлле çỹрекен те, ял халăхĕ те ăна питĕ хисеплет, хăй те вĕсемпе кăмăллă пулма, кашнин хуйхи-суйхине пайлама тăрăшать, ырă ĕçсемшĕн савăнать.

Вунă çул хушшинче чиркỹре ырă улшăну пайтах пулчĕ. Халĕ ăна тултан та, шалтан та нумай илемлетнĕ, чаплă иконостас вырнаçтарнă, пысăк та сумлă турăш чылай. Чиркỹ вăл - кил, хуçалăх пекех. Çавăнпа йывăрлăхсем тупăнаççĕ. Ун пек чухне пулăшаканни _ ялти çĕр ĕç фирми. Алманчăсем ĕлĕкренпех туслă пулнипе, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр тăнипе уйрăлса тăраççĕ. Проповедь вуланă чухне те, тăхтав вăхăтĕнче те, сумлă кĕрекере ларнă чухне те çакна хăнасем те, вырăнта пурăнакансем те чылай хут палăртрĕç.

Юбилей ячĕпе саламланă май Варнава митрополит чиркỹ мухтавĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн ялти çĕр ĕç фирмин коллективне, Николай Федоров предпринимателе тата Христина Трифоновна Еремеева пенсионеркăна архиерей грамотипе наградăларĕ.

Унчченрех районта кĕлĕ çурчĕ пĕрре кăна пулнă, халĕ 11 ялта. Тата икĕ çĕрте прихут совечĕсене йĕркеленĕ. Патăръелĕнче благочиннăй округăн тĕп чиркĕвне туса пĕтересси те уçăмлă. 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика