24 января 2007 г.
Юхма енрен тухнă ентешĕмĕрсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Вĕсем хушшинче паллă çынсем йышлă. Сăмахăм Василий Семенович Григорьев пирки-ха. Вăл 1941 çулта Алманчă ялĕнче çуралнă. 1962 çулта Вăрнарти зооветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1963-1966 çулсенче Совет çарĕнче пулнă. Ун хыççăн Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ.
Диплом илсен кунтах 1973 çулта гистологи кафедри çумĕнче аспирантура пĕтернĕ. 1974 çулта Мускавра биологи наукисен кандидачĕн дипломне илнĕ хыççăн Самарăри ял хуçалăх академинче ассистентра, аслă преподавательте, ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕх физиологийĕпе биохими кафедрин доцентĕнче, 1996-2000 çулсенче кафедра заведующийĕнче вăй хурать.
Чылай хушă профессор, биотехнологипе ветеринари медицина факультечĕн деканĕн заместителĕ пулса ĕçлет. 2006 çултанпа эпизотологи кафедрин заведующийĕ.
Василий Семенович ĕçĕ-хĕлĕ факультет тата производство пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Ертÿçĕн активлăхне пулах студентсен наукăпа тĕпчев ĕçĕсем çĕр-шыври аслă шкулсем хушшинче лайăх енĕпе палăрнă. Пысăк çитĕнÿсемшĕн СССР Ялавне ял хуçалăх академине ĕмĕрлĕхе упрама панă.
Декан заместителĕ пулнă май Василий Семенович факультетри студентсен коллективне, профессорсемпе преподавательсене аттестацилессипе те пысăк активлăх кăтартнă.
В.Григорьев пуçарнипе 1999 çултанпа çулталăкне икĕ хутчен хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе ветеринарипе санитари енчен хак параççĕ. Çакă ерекен тата ытти чирсене вăхăтра тупса палăртма пулăшать, сиплев тăкакне 35 процент перекетлет. Василий Семенович специалистсене выльăх-чĕрлĕхе гормональлĕ, витаминлă, ферментлă препаратсемпе, минераллă япаласемпе тăрантарас, сиплев тĕлĕшпе те нумай ырă сĕнÿсем парать.
Çамрăк выльăхсене сыхласа хăварас, ăрата çĕнетес тĕлĕшпе те ырми-канми ĕçлет вăл. Пурлăх базине çирĕплетес, “ветеринари” çĕнĕ специальность уçассипе те активлăх кăтартнă.
Эпизотологи кафедрин заведующийĕ, наука докторĕ Василий Семенович 96 наука ĕçĕ çырнă, 5 вĕрентÿпе методика пособийĕ, 4 вĕрентÿ пособийĕ кăларнă. Раççей тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, “Ĕç ветеранĕ”, “Аслă Çĕнтерĕве” – 20 çул” медальсем те пур унăн.
Кăçал ентешĕмĕр биологи наукин ăслăлăх степенĕ илмелли диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ.
Общество ĕçĕнчен те пăрăнмасть вăл. 5 наука кандидачĕ, 256 дипломник хатĕрленĕ. Халăхра çакăн пек лара-тăра пĕлмесĕр ĕçлекене пушар лаши теççĕ. Чăннипех те çапла, ăçтан тухать-тĕр вăй-хăвачĕ.
Василий Семенович тăван ялпа та çыхăнăва çухатмасть, килсех çÿрет. Пиллĕкĕн пĕртăван вĕсем. Аслă тетĕшĕсемпе аппăшĕсем те аслă пĕлÿллĕ, çĕр-шывĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ. Николай Семенович – учитель, радиомастер Киевра тĕпленнĕ, вăрçă инваличĕ. Александр Семенович – Тамбовра, техника наукисен кандидачĕ. Ольга Семеновна Çĕпĕрте, ветеринар. Нина Семеновна – врач, Ульяновск хулинче.
Амăшĕ, Варвара Митрофановна ялта 30 çула яхăн пĕччен пурăнчĕ. Ăна ватлăхра Василий Семенович килсе пулăшса тăчĕ. Кÿршĕ-аршăпа тăванĕсем пăхрĕç. Варкка аппа 92 çул ытла пурăнса çĕре кĕчĕ. Апла пулин те Василий Семенович ашшĕ-амăшĕн çуртне юхăнтармарĕ. Пÿртне юсаса газ кĕртрĕ, хуралтăсене кирпĕчрен купалаттарчĕ.
Иртнĕ кĕркунне Василий Семенович 65 çул тултарчĕ. Сывлăхĕ лайăх-ха, Çаплах ăслăлăх ĕçĕсем çырать, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать.
Ваттисем çапла калаççĕ: “Утакан малаллах каять”. Эсир те ырма пĕлмесĕр малаллах утăмлăр. Сире ял-йыш ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)