18 февраля 2006 г.
2001 çулта 6 уйăх хушшинче çурта хута янă. Декабрĕн 6-мĕшĕнче пĕрремĕш тавар илекенсем лавккана кĕнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ яланхи клиентсем пулса тăнă. Алат-çимĕç çĕнетсех тăни, санитари условийĕсене пăхăнма тăрăшни, туянакансен шухăш-кăмăлне шута хуни те кунта çỹрекенсен кăмăлне çĕклет. Сутуçăсем те тараватлă. Вĕсем кунта виççĕн тăрăшаççĕ. Ĕçе пăхса йĕркелесе тăраканĕ Е.Поповăн мăшăрĕ Надя.
Поповсен лавкка уçас шухăшне пурнăçлас тесе чылай çул пасарта суту тума тивнĕ. Малтанласа промышпенность таварĕсене, унтан апат-çимĕç турттарнă. Кун пек пур условине те пăхăнма йывăррипе тата ĕç патне ответлăх туйнипе çине тăрсах суту-илỹ çуртне уçма шухăшланă.
Паян лаккасемшĕн конкуренци пысăк, çавăнпа та кашни утăма тĕрĕс шухăшласа тума, клиент-сен ыйтăвне тивĕçтерме çине тăрсах вăй хума тивет. Таварсне кунта ытларах Шупашкартан, Канашран турттараççĕ, килĕшỹпе чылай база хăй кỹрсе парать. Аш-какайран хатĕрленĕ çимĕçсене, канихвет-пĕремĕке эрех-сăрана вара предприниматель хăй кайса илет. "Кун пек шанчăклăрах", -тет Е.Попов. Çывăхрах темиçе лавкка пулни те-яваплăха тата та ытларах ỹстерет.
Суту-илỹ çуртĕнче туянакансене прависене кăштах та пулин хỹтĕлес тата инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе иртен пуçласа каçченех видеокамера ĕçлет. Вăл пулăшнипе тавар илекенсем мантарса хăварнă япалисене каяллатавăрма, вăрлакансене алăран тытма пултарнă. Сутуçăсем кун пек тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулаççĕ, видеçырăнăва тепĕр хут пăхса факта çирĕплетме май пур.
"Взлет" хуçипе Е.Поповпа тĕл пулнă май, мĕншĕн лавккана çапла ят панă пирки те ыйтса пăхас шухăш çуралчĕ. Мăшăрĕн е ачисен ятне те пама пултарнă -çке.
-Суту-илỹ çурчĕсене ытларах хĕрсен ячĕсене панине курма хăнăхнă. Манăн вара ыттисенчен урăхларах, асра юлмапла тăвас, коммерцире арçынсем те ĕçленине кăтартас килчĕ пуль. Ку ят манăн малтанхи профессипе те çыхăннă. Предпринимателте тăрăшма пуçличчен эпĕ летчик пулнă,- тет Евгений Борисович. Чăнах та, Е. Попов Алманчăри шкултан вĕрнсе тухнă, аллине аттестат илнĕ хыççăн Черниговри çарпа авиаци училищине кĕрет. Сăмах май, кунта пирĕн ентеш, паллă летчик- космонавт А. Николаев, унăн шăллĕн ывăлĕ те çакăнта ăс пухнă. Чăвашран Е. Поповпа пĕрле тăваттăн пĕлỹ илнĕ. Иккĕшĕ- Шупашкартан, пĕри- Хĕрлĕ Чутайĕнчен. сăнавлă ушкăнри 30 яшран пĕри шăпах Алманчă ачи пулнă. Кайран вĕсене МиГ-29 истребительпе вĕçме хăнăхтарнă. Дипломлă каччă Иваново-Франковск хулинчи полка лекет, çар тивĕçне пурнăçлать.
-Совет Союзĕ Саланнă хыççăн Украинăра тăрса юлтăм. Манăн ют çĕр-шывра службăра тарас килмерĕ. Хуть мĕн хушсан та пирĕн итлемелле, ку çар çыннин тивĕçĕ. Хам çуралнă кĕтесе тапăнма хушсан та каймалла. Эпĕ ун пек пултараймастăп. Хам ирĕкпе службăран - хăтарма ыйтса çыртăм. Профессине мĕнле юратсассăн та- пăрахма тиврĕ,- тет-Е. Попов. Чăваш Ене килсессĕн хăйĕн ĕçне малалла тăсма -майсем çукран, вăхăтлăха тесе суту-илỹпе тăрăшма тытăнать. Халĕ çак отрасль вĕсене çăкăр çитерекенни те, тум тăхăнтартаканни те.
Е. Поповăн малашлăхри ĕмĕчĕсем пысăк. Промышлленность таварĕсене те сутма тытăнасшăн. Лавкка лаптăкĕ пĕчĕккипе ăна кăштах пысăклатма тĕв тытнă. Арăмĕпе иккĕшĕ те пĕлĕвĕсене ỹстересшĕн. Майĕсем пур, анчах вăхăт енчен хĕсĕкреххи йывăрлăхсем кăларса тăратать.
-Паян пурнăçра юрист, экономист пĕлĕвне лайăх пĕлни питĕ кирлĕ. Йывăрлăхсене чăтма, çĕнтерме хăнăхнă, çавăнпа та çине тăратпăрах, -тет Е. Попов.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)