22 февраля 2006 г.
Кун вăрăмланма пуçларĕ, çураки çинчен те шутлама вăхăт. Ăна йĕркеллĕ те кĕске тапхăрта ирттерсе ярас тесен, техника патне ытларах тимлĕх уйăрмалла. Шăпах çак ыйтупа нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕче районта республика шайĕнчи семинар- канашлу иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Н. Глухов, республикăри техникăна çĕнетессипе ĕçлекен пай начальникĕ А. Семенов, Чăваш енĕн гостехнадзор начальникĕнçумĕ С. Мякинин, "Чувашагролизинг" УАО генеральнăй директорĕ А. Ласточкин, ытти районсен агропромышленность предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайăн тĕп инженерĕсем, гостехнадзор инспекторĕсем, техникăна юсакан предприятисен ертỹçисем, "Агро- инновации" представителĕ хутшăнчĕç.
Семинар- канашлу Патăрьелĕнчи сельхозтехникăра пуçланчĕ. çул малалла Ленин ячĕллĕ агрофирмăна тăсăлчĕ. Алманчăсем 2005 çула 4 миллион тупăшпа вĕçленĕ. Шалу та пĕчĕк мар.
Хуçалăхри ĕç кал-кал пынин сăлтавĕ техника паркне çĕнетсех тăнинче, юсава вăхăтра пурнăçланинче иккеннне палăртрĕ агрофирма директорĕ Ю. Попов. Кунта 22 трактор, машина та çавăн чухлех. Вĕсене акана хатĕрлесе "сиплеме" тытăннă. Юсаврисем пурте ăшă гаражра лараççĕ. Механизаторсене ĕçлеме условием пур. Унччен электровутăпа хутнă пулсан, халĕ буржуйкăсене хута янă.
Юрий Николаевич çĕнĕ техникăн усси пысăкраххи пирки те çирĕплетсе каларĕ. "Беларусь-1221"трактор "ДТ-45" маркăллинчен 3-4 хут вăйлрах ĕçленине, тăкакĕ те сахалраххине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Ĕç сыхлавĕн пỹлĕмне те семинара хутшăнакансем кĕрсе курчĕç. Уй- хир бригадинче , фермăра тăрăшакансемпе, механизаторсемпе вăхăтран- вăхăт вĕрентỹ ирттерсех тăрăççĕ иккен. Кăтарту хатĕрĕсем, пособисем çителĕклĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак кабинет Раççей шайĕнче иртекенконкурсссенче те призсем çĕнсе илейнĕ.
Алманчă ял музейĕпе те паллашрĕç пухăннисем.
Семинар- канашлун пленари пайĕ Алманчăри культура çуртĕнче тăсăлчĕ.
Юлашкинчен Ленин ячĕллĕ агрофирмăн директорĕ Ю. Попов хуçалăхăн ĕçĕ- хĕлĕ пирки кĕскен каласа пачĕ. Çавăн пекех тухса калаçакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)