15 марта 2006 г.
Алманчăри культура çуртĕнче "Айтăр-ха, арçын ачасем" конкурс иртрĕ. Унта чи вăйлисенчен пиллĕкĕн хутшăнма хал çитерчĕç. Вара юрлассипе, тĕл перессипе, тавра курăма тĕрĕслессипе тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешỹре И. Волков -пĕрремĕш, Н. Сымов- иккĕмĕш, А. Васькин виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.
Тăхтав вăхăтĕнче вĕсене шкул ачисем юрă- ташăпа хавхалантарса тăчĕç. Уйрăмах А. Федорова, Д. Хадаров, П. Пахомова юррисем кăмăллă пулчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)