Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă ĕç хисепе тивĕçтерет, халăхпа çывăхлатать

15 октября 2021 г.

Ял çыннин нихăçан та ĕç пĕтмест. Ирпе тăрсан выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла. Пỹрт-çурта тирпейлемелле. Апат хатĕрлемелле. Кил хушшинче çаврăнса çỹренĕ май ĕçе каймалли вăхăт та çитет. Пĕрлех тата Валентина Иванова пукрав ăшшине хупса духовкăра çемçе кукăль та пĕçерсе кăларнăччĕ. Ăна пĕччен ларса çиес шухăшĕ пулмарĕ унăн. Чĕркерĕ те ĕçе илсе килчĕ. Ушкăнпа анать.

Вĕри чее ларса сыпкăм-сыпкăм ĕçнĕ çĕре кулленхи почта та килчĕ. Ăна йышăнчĕç. Хаçат-журнал нумаях мар. Пенси пама вăхăт çитнĕрен Елчĕк почтамтĕнчен тавар тиесе янă. Почтальонкăсем ыйтнисемех. Пулă консервисем, кĕпе çумалли порошоксем, хĕвел çаврăнăш çăвĕ, печени-конфет парса янă. Çимĕçĕ пĕчĕк тĕркемлĕ пулни кăмăллă. Килтен сайра лавккана тухакан ватăсене йăтса леçме меллĕ.

 Пĕр çемьери пек туслăн килĕштерсе ĕçлеççĕ Алманчăри почта çыхăну уйрăмĕнче. Ĕç стажĕсем пурин те пур. Тăваттăмĕш, виççĕмĕш теçеткесене вакланă. Умри тĕллевсене уйăхсерен, кварталсерен пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.

– Хамăрăн та çулсем шултăраланаççĕ, ял та ватăлать. Паянхи кун районти "Авангард" хаçата 86 çемье çырăнса илет. "Çамрăксен хаçачĕ" 48 киле килет. "Хресчен сасси", "Кил", "Хыпар" хаçатсем шутпа çеç,- тет почта уйрăмĕн начальникĕ М. Аляшкина хăш-пĕр пĕччен пурăнакан ватăсем вилнĕрен çурчĕсем хупăннине алăри пỹрнесене хуçлатса шутланă май.

- Л. Васькин, А.Горбунова, В. Сымов тата тепĕр 3-4 çемье 3-4-шар хаçат та çырăнаççĕ. 82 çулти анне (Мария Александровна Петрова), акă "Российская газета" та вулать. Пичет продукцийĕпе ытларах аслă çулхисем кăсăкланаççĕ,- калаçăва малалла тăсать В.Иванова почтальонка.

Сăмах май, Валентина Михайловнăна ĕçри тăрăшулăхшăн кăçал "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Кашкăра ури тăрантарать тенĕ евĕр, почтальонкăсен куллен ял йĕри-тавра çаврăнмалла. Хаçат-çыру валеçмелле. Ачасем çырăнса яракан бандерольсен квитанцийĕсене хуçи патне çитермелле. Пенси памалла. Ветерансене, сусăрсене тивĕçекен укçасене салатмалла тата ытти те. Кĕтсех лараççĕ вĕсене килсерен. Тепĕр чухне ялта пурăнакансен сывлăхĕпе çакнашкал интересленнишĕн те хĕпĕртеççĕ. Хăйсен савăнăçне почта ĕçченĕсемпе пайлаççĕ. Сумкка тулли таварпа тухнă чухне кашни киле кĕме те хатĕр вĕсем. Иккĕн-виççĕн кĕрхи кун илемĕпе урамра киленсе ларакан ватăсем патне чарăнмасăр иртмеççех. Пĕри пĕр тавар туянсан тепри те илет.

Почта уйрăмĕ кирек хăш лавккаран та пĕртте кая мар. Ялта пурăнатпăр, сухан вăрлăхне килсенче туса илетпĕр пулсан та суту-илỹ сентри çине вăл та тухать. Р.Васильева кăçал та туянчĕ ăна. Чечек тымарĕсене те илет. Унран ыттисем те юлмаççĕ.

 Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлнĕрен хисепре почта ĕçченĕсем. Ватăсене электроэнергипе, газпа, телефонпа усă курнăшăн тỹлевĕсемпе татăлма та пулăшаççĕ.

- Ялти ĕç, çавă килĕшет мана. Кăштах каярах юлса килме те пулать. Автотранспорт кĕтесси çук. Ачасем çамрăкрах чухне пушшех çакă çăмăллăх кỹретчĕ. Васкарах утсан иртерех те ĕçе вĕçлеме пулать. Кирек хăш ĕçре те чăтăмлăх кирлĕ. Пирĕн те çавах,- тет Л. Петрова почтальонка.

Çур çултан çур çула çырăнтару тапхăрĕ çитет. Сисме те çук. Ку енĕпе те ĕçлемелле почтальонкăсен. Каталогсене йăтсах çỹреççĕ. "Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ" акци вăхăтĕнче кашни çынпа тĕл пулма тăрăшрĕç. Почта тивĕçтерĕвĕсемпе туллин паллаштарма майсем тупрĕçех. Почта-банк та интереслентерет теприсене. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра урамра çапкаланса çỹрекен йытăсем пурри çеç тарăхтарать.

Çăкăр-тăварпа çеç тутă пулаймастăн. Чун апачĕ те кирлĕ. Районти кашни ял хыпарне вырăна çитсе те илтейместĕн. Хаçат вара пуринпе те паллаштарать. Ăна вуласан тулли пурнăçпа пурăнма пулать. Шăпах çакăн çинче чарăнса тăраççĕ те çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем. 2022 çулхи пĕрремĕш çул çулта ялти кашни иккĕмĕш çемье "Авангарда" çырăнса илтĕр тесе тăрăшаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика