Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕнре - пурнăç илемĕ

13 июля 2021 г.

Районти мăшăрлану керменĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне палăртнă май килĕшỹллĕ çемьесене чыслакан уяв иртрĕ. Унта 60, 50, 30 тата 25 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чĕннĕ.

Уяв ячĕпе район пуçлăхĕ, район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Наталия Никитина, ЗАГС пайĕн заведующийĕ Наталья Емелина, Патăрьел, Алманчă, Сăкăт, Тăрăн ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе представителĕсем, юбилярсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламларĕç.

Мăшăрсенчен тĕслĕх илмелли пурах. "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе Сăкăт ялĕнчи Федорпа Лидия Кураковсене, Алманчăри Леонидпа Алевтина Васькинсене чысларĕç. Çакнашкал чыса маларах районти 39 çемье тивĕçнĕ. Унсăр пуçне "Юратупа шанчăклăхшăн" орденĕпе 8 çемьене наградăланă.

Кураковсем иккĕшĕ те пĕр ялтан. Сăкăтра çуралса ỹснĕ. 60 çул килĕшỹре пурăнаççĕ. Тăван колхозра вăй хурса тăрăшуллă ĕçпе те чапа тухнă. 4 хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Халĕ мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.

Васькинсем ылтăн туйне паллă турĕç. Алевтина кỹршĕллĕ Красномайски ялĕнче çитĕннĕ, Алманчăна качча тухнă. Çемье пуçлăхĕ "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Чăваш Республикин чи лайăх механизаторĕ", "Районти чи лайăх уй-хир бригадирĕ", 1976 çулта социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи, "Пысăк тухăçлă çĕрулми çитĕнтерекен ăстаçă" сумлă ятсене тивĕçнĕ. ВДНХан кĕмĕл медалĕ те пур унăн тата ытти те.

Алевтина мăшăрĕ те колхозра ĕçленĕ. Кайран киномеханика куçнă. Васькинсем пĕр хĕрпе 4 ывăл çуратса ỹстернĕ. 9 мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕ савăнтарать ватăсене.

Тăрăнти Анатолийпе Алина Лялькинсем пĕр сукмакпа 30 çул утнине палăртма хатĕрленеççĕ. Анатолий Петрович, маларах водительте ĕçленĕскер, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Мăшăрĕ Вара ялти фельдшер пунктĕнче ĕçлет. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Аслашшĕпе асламăшĕ Романпа Александр мăнкукĕсемшĕн хĕпĕртеççĕ.

Патăрьелĕнчи Салиховсем чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнаççĕ. Камил Чăваш Республикинчи çутçанталăк министерствин "Гидроресурс" учреждени директорĕнче, Гульюзум бухгалтерта ĕçлеççĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ.

Кирек хăш çемьене илес пулсан та мăшăрсем ырă кăмăллăхпа, тараватлăхпа, пĕр-пĕрне хисеплеме пултарнипе, çынсене ăнланма пĕлнипе, ĕçченлĕхпе, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕхлĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Пурин те юратупа килĕшỹлĕх хуçаланаççĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе мăшăрсем юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç.

Уяв ячĕпе районти централизациленĕ клуб системи çумĕнчи "Ăраскал" ансамбль членĕсем савăк юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç.

 А.Астраханцева.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика