21 августа 2020 г.
СЫХĂ пурăнакана Турă та сыхлать теççĕ. Алманчăсем ку енĕпе телейлĕ темелле. Районти пушар надзорĕн кăтартăвĕсенчен, куçăхтарас марччĕ, çак ял тăрăхĕнче пĕлтĕр те, кăçал та пушар тухман. Çулталăк пуçланнăранпа Тăрăн, Пăлапуç Пашьел, Çĕньял, Аслă Чемен, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче те вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмаха шута илмен.
Кăçалхи çичĕ уйăхра Юхмапа Пăла тăрхĕнче кăмакапа усă курнă чухне асăрханулăха тĕпе хумантан сакăр хутчен вут-çулăмпа кĕрешме тивнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту икĕ хут ỹснĕ. Автомашинăри электрооборудовани, ытти механизм юсавсăртан техника çунса кайнă тĕслĕхсем те пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах. Çакнашкал инкексем нумайланни водительсене çула тухакан техникăна вăхăтра пăхса тăма, тĕрĕслев кăларма тата ытларах хистет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)