14 февраля 2020 г.
АЛМАНЧĂ ялĕнче çуралса ỹснĕ Нина Абрамова -аслă квалификациллĕ врач-психотерапевт, медицина наукисен кандидачĕ. Вăл 35 çул ытла ĕнтĕ Раççейри тĕрлĕ сиплев учрежденийĕнче тухтăр пулса ĕçлет. Яваплă профессие пăхмасăрах врач-психотерапевт "чун апачĕ" валли те вăхăт тупать. Çак кунсенче çеç Мускавра унăн "Счастье Райской птицы. Çăтмах кайăкĕн телейĕ" кĕнекин (иртнĕ çул пичетленсе тухнă) презентацийĕ иртнĕ. Автор вăтам тата аслă класра вĕренекен ачасем валли вырăсла тата чăвашла (Альбина Юрату ентеш чăвашла куçарнă) çырнă юмахсемпе калавсем пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме, аслисене хисеплеме, кỹреннисене каçарма, пурнăçа юратма вĕрентеççĕ. Кĕнеке презентацине хутшăннă писательсемпе журналистсем, тăван-пĕтенĕ, юлташĕсем Нина Абрамовăн литература ĕçне пысăк хак панă, сиплевçĕне пултарулăх "лаççинче" ăнăçусем суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)