24 января 2020 г.
АЛМАНЧĂРА уйрăм çынсен хастарлăхĕпе, халăх вăйĕпе 2002 çулта краеведени музейне уçнă. Унтанпа самай шыв-шур юхса иртрĕ темелле. 2005 çулта "халăх музейĕ" ята тивĕçнĕ ял историйĕн кĕтесĕ пуянланса, аталансах пырать. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ залра пин ытла паха материал упранать. Ял çыннисем, ватăсем паян та хăйсен çемье архивĕнче, арчасенче ку таранччен вырăн тупнă пĕлтерĕшлĕ экспонатсене музее парнелеççĕ. Çак кунсенче çеç тăххăрмĕш теçеткере пыракан ĕç ветеранĕ Зоя Аппакова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа хăй тĕртсе çĕленĕ пир кĕпесемпе саппунĕсене парнеленĕ. Вăрçă хĕрĕ çĕршывшăн синкерлĕ вăхăтсене лайăх астă-вать. Ун чухне вăл аслисемпе юнашар тăрса хирте те ĕçленĕ, пир станокĕ умне те тăнă. Зоя Федоровна парнеленĕ çи-пуç нумай-нумай çул ял музейĕнче упранĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)