24 декабря 2019 г.
2020 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пирĕн паттăр салтаксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитет. 1418 куна тăсăлнă вăрçă ахрăмĕ аякка юлса пырать пулин те, Патăрьелĕнче пурăнакан (Алманчăра çуралса ỹснĕ) Петр Николаевич Киргизов вăрçă ветеранĕн чĕринче пирчейми йĕр тунă çар пурнăçĕ нихăçан та асран тухмĕ. Çичĕ çул унăн уринчен пир тăла кайман, салтак атти, вăрăм бушлат, йывăр шлем хывăнман... Унсăр пуçне пехотинецăн çумра яланах автомат, патрон сумкки, сапер кĕреçи, алюмини фляжка, типĕ апат (сухой паек), çи-пуç шутне кĕрекен тата ытти чи кирлĕ япаласем пулнă. Кирек мĕнле çанталăкра та вĕсем 20 килограмм ытла таякан хушма "тиеве" пăхмасăр тăшмана каялла хăваланă... Çар ретне пуçласа тăнă чухне Петя 17 çулта пулнă.
1943 çулхи кĕркунне ỹт-пĕвĕпе тĕрекленсе, сарăлса та çитеймен ачана салтака кайма ят тухнă. Шăп тата ун чухне ашшĕ те килте пулайман, пил парайман. Йăмăкĕсем аса илнĕ тăрăх, вăл ун хыççăн лашапа кайни те кăлăхах пулнă. Çак кунхинех 17ри йĕкĕте çийĕнчех симĕс фуфайка, çĕлĕк тăхăнтартнă, кутамкка çактарнă та... Малтанах вĕсене салтак ретне тăма, çар пурнăçне хăнăхма кĕске вăхăтлăх курсра вĕрентнĕ. Ун хыççăн тỹрех тавар пуйăсĕ çине лартнă та инçе çула ăсатнă. Хăйсен чаçне çитиччен çичĕ талăк иртнĕ. Служба тивĕçне çамрăк салтак Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче, 541-мĕш стрелоксен пехота полкĕнче пурнăçлама пикеннĕ.
- Шăпа манăн чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕхе çичĕ çул тĕрĕслерĕ. Кун-каçа нумай утнăран çан-çурăм какайланса, пиçсе каятчĕ. Анчах ун пирки шутлама вăхăт та пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен юлашки салтака илсе тухнă хыççăн та тỹрех киле таврăнма пỹрмерĕ мана. Яппун вăрçине, Корейăна японецсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăнма тиврĕ. Çак медальсем шăпах унта çапăçса тивĕçлĕ пулнăскерсем,- паллаштарать Петр Николаевич çар тумĕ çинче ытти наградăпа юнашар вырнаçнă "За победу над Японией", "За освобождение Кореи", "За отвагу" медальсемпе. Вĕсен çумĕнчех ветеранăн çарти паттăрлăхне аса илтерекен ытти награда та сахал мар.
94 çулта пыракан ветерана паян вăрçăри самантсене аса илсе каласа пама та çăмăлах мар-тăр. Вăл çулта хăлха та мăкалать, ăс-тăн та улшăнать темелле. Çапах та пĕр çапăçура вĕсем командирпа иккĕшĕ çичĕ японеца йăвантарнине лайăхах аса илчĕ. Çар командованийĕ хушакан приказсене вăхăтра та пĕлсе туни пĕлтерĕшлĕ вăрçăра. Çакна Петр Киргизов лайăх туйнă. Ахальтен мар ăна юлашкинчен стрелоксен уйрăмĕн командирĕ пулма шаннă. 1950 çулхи сентябрь уйăхĕнче ентеше çар хĕсметĕнчен киле яраççĕ. Пĕр вăхăт ывăлĕнчен çыру килменрен, çемйи пăшăрханма та пикеннĕ. Мĕншĕн тесен ялта салтак "хыпарсăр çухалнă" е "вилнĕ" текен усал хыпар çынсене хăратсах тăнă. Петр Николаевича ку тĕлĕшпе телей пỹрнĕ темелле. Вăрçăран таврăннă чухне пĕчĕк кутамккапа Канашран Патăрьелне çуран утнине халь пулнă самант пек савăнса каласа пачĕ ветеран. Епле хĕпĕртемĕн! Салтак 7 çул килте пулман-çке! Кунта вара ăна кĕтме пĕртăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ, кỹршĕ-аршă пуçтарăннă. Ун чухнехи хавхалану хăватне паян уçса пама та йывăр. Киргизовсемшĕн чăн-чăн Çĕнтерỹ кунĕ çавăн чухне çеç çитнĕ темелле. Вăрçă чарăннă хыççăн пилĕк çултан çеç вĕсем хăйсен тăванне кĕтсе илейнĕ.
Салтакран патварланса та тĕрекленсе таврăннă каччă малтанласа колхозра ĕçленĕ. Каярахпа вара çемьеленнĕ хыççăн районти пушар чаçне вырнаçнă, Патăрьелĕнче хуçалăхпа пурăнма пикеннĕ. Çĕнĕ ĕçе хăнăхиччен рядовой пушарник пулнă, ун хыççăн сотрудникăн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура ăна начальник çумĕн тивĕçне шаннă. Пĕр вăхăт паянхи "01" службăн начальникĕнче те тăрăшнă. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн тỹрĕ кăмăлпа хăйĕн ĕçне пурнăçланă Петр Николаевич. Тивĕçлĕ канăва вара техника юсакан предприяти коллективĕнчен кайнă. 6 разрядлă специалист коллективра та, ял-йышра та яланах хисеплĕ пулнă.
- Эпĕ хамăн шăпана ỹпкелеместĕп. Пуриншĕн те Турра тав тăватăп. Хальхи вăхăтра тăвансемпе çеç мар, кỹршĕпе тăванла пурăнни те хавхалантарать. Ку чухне туслă пурăннине мĕн çиттĕр? Шел, ватлăхăмра пĕччен тăрса юлтăм. Нумай пулмасть мăшăрăма юлашки çула ăсатрăм. Халь хуйхă хуçса хăварчĕ те мана...- терĕ Петр Николаевич хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе.
Тăвалла пулсан та- тăванпа!
Паян кирек мĕнле çын та Атăл варринчи кĕсменсĕр кимĕ мар. Йывăрлăхран тухмалли майне-шывне пĕрех тупать темелле. Алманчăри Киргизовсем те çулĕсем шултăраланнине пăхмасăрах пĕртăвансемпе тăвалла хăпарма хатĕр. Вулакана вăрăм ĕмĕрлĕ çемье хастарĕсемпе кĕскен паллаштарасшăн.
Николай Алексеевичпа Евдокия Ивановнăн (иккĕмĕш арăмĕ, малтанхинчен виçĕ ача) çичĕ ача çитĕннĕ. Пĕрле хушсан саккăрăн сак тулли çеç мар, вуннăн та пулнă. Хальхи вăхăтра вĕсенчен чылайăшĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Хветуçпа Личюка чир-чĕр çамрăклах пурнăçран уйăрнă, пĕр-икĕ çул каялла пĕр варта выртнă Миша та çĕре кĕнĕ. Паян пурăнакан Мария, Петр, Екатерина тата Клавдия вара пурте 90 çултан иртнĕ пĕртăвансем. Кашни тĕл пулмассерен вĕсем хăйсене пысăк уяври пек туяççĕ. Хальхинче те Евтук аппапа Микуль тете ачисен шăкăл-шăкăл калаçăвне итлесе ларма чăн-чăн киленĕç пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрте çуралнă ывăл-хĕрĕн çемйи саманан тĕрлĕ тапхăрне чăтса ирттернĕ. Пепкисем пĕринчен тепри пĕчĕк чухне йышлă ачаллă çемьене пуян тесе кил-çуртран кăларса янă, пурлăхĕсене, выльăх-чĕрлĕхне, чăххи-чĕппине, лашипе унăн хатĕрĕсене пĕтĕмпех туртса илнĕ. Вăхăтлăха вĕсем ырă кỹршĕре хỹтлĕх тупнă. "Пуянсен" шутне кĕртнĕ çемьен колхоза кĕричченех чылай шар курма тивнĕ. Налукне те вĕсене ыттисенчен ытлашши тỹлеттернĕ, вĕсем çине куç хỹрипе çеç пăхни те йывăр пулнă...
- Шăпăрпа милĕк, вутă сутма Кушкă пасарне 12 çухрăма каяттăмăр. Çĕрле вăрман каснă, хатĕр-ленĕ, ирхине тавара сутма кайнă. Çав вăхăтрах çи-пуçа питĕрме пир тĕртнĕ, çăпата тунă. Аннепе хире крахмал пуçтарма çỹреттĕмĕр. Йышлă ачана çитĕнтерме пĕрре те çăмăл пулман-тăр. Ỹссе çитсен çемьерен пĕри те тепри Мускава торф кăларма кайрăмăр. Ас тăватăп-ха, Хветуç (йывăр тăпри çăмăл пултăр) унта ĕçленĕ укçипе хăйне валли плюш пальто тата çĕвĕ машини туянса килчĕ. Мария аслă аппапа Екатерина та вăрман касма та, торф кăларма та кайнă. Тавах атте-аннене пире ĕçе хăнăхтарнăшăн, тăванлăх туйăмне упрама вĕрентнĕшĕн. Паян эпир пурте 90 çултан иртнĕ пулин те тăван-пĕтенпе çывăх пурăнатпăр. Ачан ачисем те йăх-несĕл туйăмне ан çухатчĕр,- хастаррăн çеç калаçать К. Антипова. Сăмах май каласан, Клавдия Николаевна çак кунсенче çеç мĕн пур тăванне пысăк юбилей кĕрекине пуçтарчĕ. Каччи аппана саламлама пилĕк ачи çеç мар, 9 мăнукĕ, 8 кĕçĕн мăнукĕ тĕрлĕ çĕртен пуçтарăнчĕç.
Чылай чухне тăвансем пĕрле пуçтарăнсан чей ĕçеççĕ, тутлă çимĕç çиеççĕ. Киргизовсен йăхĕнчен тухнă пĕртăвансем ун пек тума васкамарĕç. Каччи аппа улах ларнисене аса илсе тỹрех кĕнчеле ярса илчĕ, Катерина аппа чăлха çыхма пикенчĕ, Петя тете фронтри сăн ỹкерчĕксене пăхса аса илчĕ... Çак вăхăтрах вĕсенчен пĕри "Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, шыв юхать те чул юлать. Шухăшлăр-ха, тăвансем, ĕмĕр иртет, кун юлать..." тесе шăрантарса ячĕ те вĕсене курма пуçтарăннă ытти тăванĕсем те хисеплĕ ватăсемпе кар тăрса халăх юррине вĕçне çитичченех шăрантарчĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)