Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă хыпарăн хакĕ пысăк

01 февраля 2019 г.

Лаша пуласси тихаран, ыр çын пуласси ачаран паллă, тенĕ авалах ваттисем. Çак сăмахсене Алманчăра çуралса ỹснĕ С. Сергеев çинчен каланăнах туйăнать. Мĕн пĕчĕкрен маттур та пултаруллă çитĕнчĕ Станислав. Çакна паян çирĕплетсе калама сăлтавĕ те пур. Валерий Владимировичпа Зинаида Валериановна Сергеевсен çемйине ывăлĕ хĕсметре тăракан чаçрен ырă хыпар çитрĕ. Çырура Станислав салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлани, вăл Тăван çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçи, пĕрлех çарти юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулни çинчен çырнă.

Станислав шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хăйне чăн-чăн салтак пек тытатчĕ, пĕрремĕш класран пуçласа мĕн вĕренсе пĕтеричченех маттур командир ятне алăран ямарĕ.

Аслă вĕренỹ заведенийĕнче те хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă каччă малалла хăйĕн ăсталăхне çар ретĕнче ỹстерĕ.

Ашшĕ-амăшĕн пилне ăша хывса пурăнакан ача пурнăçра хăйĕн çулне тупатех.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика