Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа кар тăрсан çеç тирпей пулĕ

16 ноября 2018 г.

Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе поселени ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе паллашас тĕллевпе йĕркелекен йăлана кĕнĕ канашлу хальхинче Алманчăра иртрĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 19 поселенинчен Алманчă пĕр ялтан тăракан муниципалитет пĕрлĕхне кĕрет. Йышĕпе те пĕчĕкех мар: 324 хуçалăхра 900е яхăн çын пурăнать. Ял территорийĕнчех виçĕ фермер хуçалăхĕ, социаллă культура объекчĕсем аталанаççĕ: вăтам шкул, ача сачĕ, культура çурчĕ, ял вулавăшĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, халăх музейĕ, магазинсем... 1997 çултанпа çĕнĕ чиркỹ ĕçлет. 2016 çулта пĕр ĕмĕр ытла каялла Алманчă ял территорийĕнчи вăрманта пулнă мăнастир вырăнĕнче преподобный Серафим Соровский скичĕ Турра ĕненекенсене йышăнма пуçларĕ. Канашлăва хутшăннисем чăн малтанах унта çитсе курчĕç, тăнăç пурнăçшăн çурта çутрĕç.

Алманчă ял историйĕ, унăн пултаруллă та ăста çыннисем пирки халăх музейĕнче тĕплĕн паллашма пулать. Туристсемшĕн вăл уйрăмах пархатарлă кĕтес. Кунта халăх культурине, йăли-йĕркине çутатакан çĕршер паха экспонат упранать. Вăрçă тата ĕç паттăрĕсем пирки стендсем пур тата ытти те. Шел пулин те, кашни ялтах кун пек мăнаçлăх, истори кĕтесĕ çук. Мероприятие хутшăннисем музей ĕçне хак парса ăшă сăмахсем те çырса хăварчĕç.

Вырăнти влаç органĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ вилнĕ тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăна, урамсене тирпейлесе, пăхса, çĕнетсе тăрасси. Ку тĕлĕшпе Алманчă ял тăрăхĕ районта кăтартуллисенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупнăран чылай ĕç пурнăçлаççĕ вĕсем. Субботниксене тăтăшах ватти-вĕтти явăçнине те ырламалла. Çакă ял пуçлăхĕсемшĕн ырă тĕслĕх.

Алманчăсемшĕн çак кун савăнăçлă мероприятипе те çыхăнчĕ. Кăçал вĕсем федераци программипе килĕшỹллĕн ялти культура çуртне шалтан та, тултан та капăрлатрĕç, клуба музыка хатĕрĕпе пуянлатрĕç, хор тумне улăштарчĕç тата ытти те. Паян кунта культура мероприятийĕсене йĕркелеме хăтлăх çителĕклĕ. Федераци, республика укçи-тенкипе пĕрлех çак ĕçе пурнăçлама 36 600 тенкĕ вырăнти бюджетран кайнă.

- Çак ĕçре патшалăх пулăшăвĕ пулни пире малалла ĕçлеме, халăхран укçа-тенкĕ пуçтарма, чылай ĕçе нимелле пурнăçлама хавхалантарчĕ. Уншăн ял çыннисен умĕнче пуç таймалли çеç юлать,- терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Никитин пурин ячĕпе те ăшă сăмах каласа.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял халăхĕпе тĕл пулнă самантра районта культура çурчĕсем халăха хăй патнелле илентерекен центрсем пулмаллине, çак ĕçпе малашне те пикенсех ĕçлемеллине пĕлтерчĕ. Сăмах май каласан, ку тĕлĕшпе районта хальхи вăхăтра пысăк ĕç пулса пырать. 2018 çулта çеç 8 культура çуртне юсаса çĕнетме тата Ишлĕри клуба тума 23 миллион тенкĕ уйăрнă.

Юлашкинчен ял тăрăх пуçлăхĕсем район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе волейболла вылярĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика