21 сентября 2018 г.
СЕНТЯБРĔН 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 31-мĕшĕччен Раççейĕпех "Пурăн, вăрман!" акци иртет. Çак тапхăрта çынсем вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле йывăçсем лартаççĕ, ỹсен-тăран вăрлăхĕсене хатĕрлеççĕ, хăрăк туратсенчен тасатаççĕ тата ытти те. Алманчă ял тăрăхĕнче пурăнакансем те ыр кăмăллăх мероприятине çулленех хаваспах хутшăнаççĕ. Нумай пулмасть ял тăрăх администрацинче, культура çуртĕнче, ача сачĕпе шкулта вăй хуракансем тата ялти халăх субботник туса таса çăл куç çывăхĕнчи территорине çỹп-çапран, çум курăкран тасатнă.
"Таса çут çанталăкпа пирĕн ачасемпе мăнуксем те киленччĕр" - теççĕ алманчăсем. Çак тĕллевпех акци вăхăтĕнче вĕренекенсемпе калаçусем, вăрмана упрассипе куравсем йĕркелеме, ялта йывăçсем лартма палăртаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)