Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăкпа пăхаççĕ мал енне

17 августа 2018 г.

Темиçе çул каярах пулса курнăччĕ-ха Алманчăри культура çуртĕнче. Кунти ĕçченсем ăшă кăмăллă пулсан та шалти хăтлăх çитмесчĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама пысăк укçа кирли çинчен калатчĕç. Шанăçа çухатмарĕç вĕсем. Хăйсем тăрăшнипе, район администрацийĕ пулăшнипе, вырăнти ял тăрăхĕн ертỹçи ăнланнипе çак пысăк ĕçе пуçăнчĕç. Паян пур енче те тирпейлĕ. Сценăна та капăрлатнă. Музыка инструменчĕсене çĕнетнĕ. Залри пукансене те улăштарнă.

Шалти çеç мар, тулти тирпей-илем пирки те палăртмалла. Çурт умĕнчи тĕмсене пĕр тикĕс каснă, шăлса тасатнă.

- Субботниксене хутшăнассинчен пĕрре те пăрăнмастпăр. Çуркунне юр ирĕлнĕ май куç умне тухакан çỹп-çапа тасатнинчен пуçласа мĕн кĕркуннечченех тирпей-илемшĕн тăрăшатпăр. Урамсенчи, çырма-çатрасенчи ашкăракан курăксене çулассипе те тимлетпĕр. Халăх хушшинче пулни килĕшет те пире,- тет культура çурчĕн ертỹçи И. Никитина.

Тĕрĕсех палăртать вăл. Унта вĕтти те, ватти те явăçать. Пĕрлех кану каçĕсене йĕркелесси пирки сăмах пуçарма пулать. Культура çуртне вара ялта асли те, кĕçĕнни те утать. Кашнийĕн валли киленĕç тупăнать унта. Ачасем "Браслет", "Мечта" ташă ушкăнĕсене çỹреççĕ. Хор кружокĕ ĕçлет.

Аслăраххисем "Туслăх" ансамбле килĕштереççĕ. 70 çула çывхараканни те пур йышра. Концертпа вара тĕрлĕ района, ялсене тухса çỹреççĕ. Юлашки вăхăтра Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче, Елчĕк районĕнчи Шăмалакра, Пăва районĕнчи Мăкăрта, Комсомольски районĕнчи Тукайра, Çĕпрел районĕнче тата ытти çĕрте те пулчĕç. Сцена çине тухмалли тумĕсене те хăйсемех çĕлеттереççĕ. Транспорт çукки çеç пăшăрхантарать вырăнти артистсене. Йышлă коллективпа кайма тивĕçтерекенни кирлĕ-çке.

Районта иртекен пĕр конкурсран та айккине юлмаççĕ алманчăсем. Ял уявĕсене, календарьпе çыхăннă ытти паллă кунсене палăртмасăр хăвармаççĕ. Вĕсене вара культура çурчĕн фойинчи "Уяв саманчĕсем" стендра çутатаççĕ.

Культура ĕçченĕсем ача сачĕн, шкул коллективĕсемпе тачă çыхăнура. Вĕсемсĕр пĕр мероприяти те иртмест. Çитĕнекен ăрупа авалхи йăла-йĕркене тытса пыма пултарни те вырăнлă.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Тăрăшулăха пулах И. Никитина республикăри культура министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Çакă хăйех тата та хавхаланса вăй хума хистенĕн туйăнать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика