14 августа 2018 г.
Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче йывăр атлетика енĕпе Раççей çамрăкĕсен çуллахи IV спартакиади иртнĕ.
Помост çине тухакан спортсменсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă. Юлашкинчен çĕнтерỹçĕ титулне илессишĕн пынă кĕрешỹ пушшех те çивĕч те хĕрỹ иртнĕ. Уншăн Санкт-Петербургран, Курск, Новосибирск, Иркутск, Самара, Липецк облаçĕсенчи чи вăйлă спортсменсем тата вĕсемпе юнашарах пирĕн районти Красномайск каччи, Чăваш Ен чысне хỹтĕленĕ Раççей спорт мастерĕ Дмитрий Исаков та хутшăннă. Ентеш икĕ тĕрлĕ упражненипе (ывтăнтарса - 110, тĕртсе - 142) 252 килограмм пуçтарса ылтăн медале тивĕçнĕ. Çакă, паллах, ăна хатĕрленĕ тренерĕн - Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн - Юрий Мешковецăн пысăк ĕçĕ. Савăнăçа Дмитрийĕн пĕрремĕш тренерĕ Николай Зимин та кăмăлтанах пĕрле пайлать. Мĕншĕн тесен чăн малтан йывăр атлетикăн вăрттăнлăхне шăпах вăл хăнăхтарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)