27 июля 2018 г.
"Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала _ пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненỹ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать; инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненỹ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать..."
(Иван Яковлев. Чăваш халăхне панă Халалран).
Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи паломниксем сăваплă вырăнсене, чиркỹсемпе мăнастирсене, православи тĕнĕн истори палăкĕсемпе çыхăннă паллă хуласене час-часах тухса çỹреççĕ. Çакна ырламалла çеç. Мĕншĕн тесен хамăр çĕр-шывăн, халăхăн историне, унăн культурине, йăли-йĕркине, пĕр наци çынни тепринпе килĕштерсе, хисеплесе пурăннине пĕлни ырă пулăм. Ку тĕлĕшпе Первомайскинчи тата Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державнăй турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркỹ настоятелĕсем пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ, тăтăшах паломниксемпе инçе çулта пулаççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп библиотека çумĕнчи "Православи çути" православи клубĕн членĕсем те хĕреслĕ çул çỹреве хутшăннисĕр, çула тухнисĕр пуçне вулакансемшĕн усăллă мероприятисем ирттерсех тăраççĕ. Нумай пулмасть вĕсем Патăрьелĕнчи Александр Синяков чиркỹ настоятелĕпе пĕрле Алманчă ял тăрăх территоринчи вăрманта вырнаçнă преподобный Серафим Соровский скитне çитсе килчĕç. Икĕ çул каялла аслă çултан вăрманалла тăсăлакан çак сăваплă вырăна ансăр сукмак çеç кĕнĕ. Паянхи кун вара Пỹлĕх пỹрнĕрен Иоан манахпа Лидия монахиня пурăнакан мăнастир (çаплах каламалла пулĕ ĕнтĕ) патне пыракан анлă çул пуриншĕн те уçă. Хăйсенченех пиллĕх илнĕ хыççăн эпир те, пысăках мар ушкăн, Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕпе С. Никитинпа пĕрле чун-чĕререн Турра парăнса, унăн заповечĕсене ĕненсе пурăнакансемпе курнăçса калаçма май тупрăмăр.
Яштака хырсем хушшинче хăтлăх тупнă тỹрем вырăн çăтмах тейĕн. Йĕри-тавра шăплăх хуçаланать. Хутран-ситрен ăна сирсе кайăксем пĕрин хыççăн тепри хитре юррисемпе тыткăнлаççĕ. Унта та кунта ăсталаса вырнаçтарнă чечек клумбисем хĕм сапса лараççĕ. Çеçкисем пĕринчен тепри илĕртỹллĕ. 25 сотăй çĕр çинче илемлĕн вырнаçтарнă кĕлĕ, апат çимелли çурчĕсем, манахпа монахиньăн, кунта килекенсем валли кельисем, ытти хуралтăсем пурте шăнкăрч йăви пек тăпăл-тăпăл. Юнашарах Иоан ĕçлесе пурăнакан столяр цехĕ. Сăмах май каласан, мăнастирти чылай сĕтел-пукана, эрешĕсене вăл хăех ăсталать. Тĕп кĕлĕ иртекен çуртра тăнăç пурнăçпа сывлăхшăн тата пиртен уйрăлса ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнисемшĕн çурта лартнă, преподобный Серафим Соровскийĕн çĕрмен ỹчĕн пĕчĕк пайĕ упранакан арчана (ковчег) сĕртĕнннĕ хыççăн вĕсемпе кĕске калаçу пуçартăмăр. Унăн пуçламăшĕ вара паянхи кунтан мар, историе аса илнинчен пуçланчĕ. Кун валли сăлтавĕ те пур.
Пĕр ĕмĕр ытла каяллах, патша саманинчех, Алманчăри Çтаппан Пахомов текен чăваш çак вăрмантах мăнастир уçнă пулнă иккен. Сакăлталлă самана синкерлĕхне пула çак пуçаруллă ĕç кал-калах пыман. Икĕ хутчен те вĕсене полицисем хăваласа, салатса янă-мĕн. Хальхи вăхăтра çав мăнастир вырăнĕнче хăйсем чавса тунă шыв ăсмалли пусă çеç упранса юлнă. Унта хальхи вăхăтра пысăк хĕрес вырнаçтарнă, çынсем сăвапланă сиплĕ шыва илме аякранах килсе çỹ- реççĕ. Çак хастар чăваш чăн малтанах пулăшу илес тĕллевпе ялти В. Румянцев текен пуп патне каять. Лешĕ хăй çине пысăк яваплăх илмест курăнать, ăна Чĕмпĕре Никандр архиерей патне ярать. Вăл та пулăшасса шантармасть. Çапла саккуна хирĕç кайса тенĕ пек вĕсем малти вăрман енче пысăках мар çурт лартса пурăнса пăхаççĕ, анчах нумай мар. Каларăмăр ĕнтĕ, вĕсене пакунлисем хăваласа яраççĕ.Çтаппанпа пĕрлех Исай, Сыххин Ефимĕ, Пасарлă Упи Ваççилийĕ манахсем те нуша курнă теççĕ. Сергей Константинович Монахов (ку хушамат çав мăнастирпе çыхăннă) унтах конюх шутланнă. Эппин, вĕсем пиллĕкĕн пулнă.
Çтаппан Пахомов пирки вара чăваш халăхĕн паллă педагогĕ, просветителĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яракан И. Я. Яковлев "Атăл тăрăхĕнчи урăх халăхсем хушшинчи ĕç пирки" памфлетра та уççăнах çырать, нумай вăхăтлăха пулмасан та, вăл тăрăшнипех çак ыйтăва татса пама та пулăшать. Икĕ çул каялла вара Иван Яковлевич пилĕ пĕр ĕмĕр иртнĕ хыççăн Алманчăсемшĕн тепĕр хут çаврăнса килнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Хальхи вăхăтра çак ялсем çеç мар, унта службăра пулса паллашма ĕлкĕрнĕ Турра ĕненекенсем пĕчĕк мăнастир хуçалăхне "Алманчăри Дивеево" тесе те хаклаççĕ. Кунта Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор та икĕ хутчен пулнă, пил панă. Кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ Николай протоиерей те май пур таран вĕсен службине хутшăнать.
Пирĕнпе чунне уçма тăрăшнă Лидия монахиня каланă тăрăх, çакă вĕсемшĕн тăваттăмĕш скит. Удмуртинчен куçса килнĕ вĕсем. Чун туртăмĕ, Турă пỹрни вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тахçан авал çак пурнăç йĕркине суйласа илнĕ тăхăмсем патне илсе çитернĕ. Турра ĕненекенсем çакăншăн питĕ хавас пулнине палăртрĕç. Паян вĕсем ял чиркĕвне çỹренисĕр пуçне кунти кĕлĕсенче те, хĕреслĕ çул çỹревре те пулаççĕ. Манахпа монахиня та пысăк праçниксенче чиркỹре ял халăхĕпе пĕрле пулаççĕ.
Альбина ЕГОРОВА.
Хаклав
Антонина ПАВЛОВА, Алманчă музей директорĕ:
- Тĕн вăл пирĕн культурăн пĕр пайĕ. Çав вăхăтрах халăх историйĕ те. Çавăнпа та эпир унчченхи хастарсен ĕмĕт-шухăшĕ, тĕллевĕ нумай шыв-шур юхса иртнĕ хыççăн пулин те пурнăçа кĕнĕшĕн питĕ хавас. Сăмах май каласан, музейра упранакан йăх-несĕл йывăççинчен çакă курăнать: Çтаппан Пахомовăн тăваттăмĕш сыпăкри тăванĕсем- Зойăпа Николай - паян ялта пурăнаççĕ. Шел пулин те, вĕсем мăн-мăн аслашшĕ пирки сахал пĕлеççĕ.
Николай ЛУКИЯНОВ, Турра ĕненекен:
- Иртнĕ историсĕр пурнăç малашлăхĕ çук теççĕ. Ман шутпа, вуншар çул хыçа юлнă хыççăн унчченхи мăнастиртен аякра мар çĕнни пулса кайни пирĕншĕн телей тесех шутлатăп. Эпир унта мăшăрпа, ачасемпе кĕлĕсенче пулатпăр, хĕреслĕ çул çỹревсене те хутшăнатпăр. Май пур таран вĕсен хуçалăхне аталанма пулăшатпăр. Ку тĕлĕшпе ялта çынсем сăваплă ĕçшĕн кар тăраççĕ. Карцевсем, Никитинсем, Французовсем тата ыттисем те чылай пулăшаççĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г. Петров хĕл кунĕсенче унти çула хыртарса тăчĕ. Урăхла каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Турра ĕненекенсемшĕн çуралнă тепĕр кĕлĕ кĕтесĕ малашне вăй илсех пытăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)