11 мая 2018 г.
Çĕр ыйтăвĕ яланах халăха хумхантарнă, ахальтен мар ĕнтĕ ăна пулах вăрçăсем те тухнă. Паян та ку тема ют мар, çавна май пăшăрханса калаçмаллисем тупăнсах тăраççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялта пурăнакан çынсене çĕр пайĕсем валеçрĕç. Пĕрисем фермер хуçалăхĕ йĕркелесе унпа хăйсем усă кураççĕ, теприсем вара ял хуçалăх предприятийĕсене е фермерсене сухаласа акма панă. Арендăна илнĕ çĕршĕн кашнийĕ тĕрлĕрен тỹлет. Акă, районти "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕ пай пуçне икĕ центнер тырăпа тивĕçтерет тата çĕр налукĕшĕн саплаштарать. "Корма" агрофирма та çавăн чухлех пĕрчĕллĕ культура парать, унсăр пуçне улăм кама мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ илеет. Алманчăри Н. Федоров фермер та халĕччен кашни пайшăн икĕ центнер тырă валеçнĕ.
- Кăçалтан арендăна илнĕ лаптăкăн хуçине тăватă центнер тырă пама, çавăн пекех хăйсем усă куракан çĕре кĕркунне сухалама, çуркунне культиваци тума палăртрăмăр. Хальхи вăхăтра пирĕн çаксене тума вăй-хăват та, техника та çитет, - тет Николай Николаевич.
Шел пулин те, пур ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕ те халăхпа çĕрпе усă курнăшăн татăлса пымасть. Хăшĕ-пĕри пачах нимĕн те памасть. Арендăшăн тивĕçекен тырăшăн укçа илсе юлакансем те пур иккен. Мĕнле-ха капла? Тырă пулман çул çапла тунине ăнланма пулать пек, анчах кашни çул кĕлетсем пушă мар-çке. Хăть мĕн тесен те тара тытнă лаптăкшăн тỹлемеллех.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)