30 марта 2018 г.
Г. Азизова хăй мĕн пĕчĕкренех сутуçă пулма ĕмĕтленнине лайăх ас тăвать. Ун чухнех вăл кукамăшĕпе лавккалла вылянă: Гузель - тавар сутакан "ролĕнче", ватă кинемей _-туянакан. Паян ача чухнехи юмах чăнлăхпа тỹр килнĕшĕн савăнса та пĕтереймест Гузель Астаховна. Хусанти коопераци техникумĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн ĕç кĕнекине пуçлани те вунпилĕк çул çитет. Çак тапхăрта вăл хăйсен тавра ялĕсенче пуринче те ĕçлесе тухнă. Тăван Кзыл Чишмара çеç мар, Красномайскинче те, Тутар Сăкăтĕнче те... Халĕ, акă, Алманчăра продавеца ырă та ăшă кăмăлĕшĕн, тавар туянакансемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнишĕн хисеплеççĕ.
- Кирек ăçта ĕçлесен те яланах плана тултарма, тавар туянакансемпе чунтан калаçма тăрăшнă. Паян суту-илỹре конкуренци пысăк пулнăран, ытларах халăх ыйтакан таварсене кỹрсе килме тăрăшатпăр,- кăмăллăн каласа парать сутуçă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)