Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшатăн - пурнăç тăватăн

12 января 2018 г.

Темиçе çул каялла кăна-ха помидора хура кĕркуннечченех çиеттĕмĕр, юлашки çулсенче вара тăм ир ỹкме пуçларĕ. Çавăнпах нумайăшĕ ĕçлени харама ан кайтăр, хĕлле валли тăварлама, маринадлама пултăр тесе симĕслех татса хураççĕ. Çанталăк улшăннине шута илсе ĕнтĕ Алманчăри Н. Лукиянов  7-8 çул каяллах пысăк теплица тунă. Унта помидорпа пĕрлех хăяр та çитĕнтерме тытăннă. Çакăн хыççăн пахча çимĕçе хỹтлĕхре ỹстерессипе ытларах та ытларах интересленме пикеннĕ. Ăнса пулнă тухăçа районти, кỹршĕ тăрăхри, Чĕмпĕр енчи çынсем хаваспах туянни Николай Васильевича тата хавхалантарнă.

- Эпир çитĕнтерекен пахча çимĕç экологи енчен те таса. Удобренисемпе, хими препарачĕсемпе пачах та усă курмастпăр. Тăпрана тислĕкпе пулăхлататпăр, помидорсене фитофторăран мăшăр 10 кунта пĕрре 9 литр шыва пĕр литр çĕве шывĕпе хутăштарса сапать. Çавăн пекех çум курăка, сухан, ыхра хупписене те пăрахмастпăр. Вĕсене шывра тытнă хыççăн пулнă шĕвекпе калчасене шăваратпăр, - тет Н. Лукиянов.

Ĕçлемесĕр, тутлăн кăна вырăн ăшĕнче çывăрса выртнипе е кĕрĕк арки йăваланипе нимĕн те пулмасть. Помидор вăррисене Николай Васильевич хăйех тăвать, январь уйăхĕнчех вĕсене лартать. Çуркунне паллисем пулсанах калчасене теплицăна куçарать. Вĕсем ан шăнччăр тесе ятарласа тунă кăмакана хутать. Çур çĕр çитнĕ е кăнтăрла - пăхса тăмасть, теплицăра яланах пĕр пек температура тытма тăрăшать. Унсăрăн çимĕç илесси пирки ĕмĕтленмелли те çук.

Хăяр вăрлăхне те Николай Васильевич ир акать. Теплицăра пĕр енче хăяр, тепринче помидор кĕркуннечченех ăмăртмалла ỹсеççĕ. Çитес çул вара вĕсене уйрăмшар çитĕнтересшĕн, çавăнпах тепĕр хỹтлĕх тунă.

Н. Лукияновăн çемйи чăннипех те питĕ тăрăшуллă. Çĕр çырли лаптăкĕ те вĕсен 50 сотăй йышăнать.

- Малтанласа çырлана хамăра валли çеç лартнăччĕ. Пĕлтĕр тухăçĕ аванах пулчĕ, сутлăха та çитрĕ. Çакна шута илсе унăн лаптăкне пысăклатрăмăр. Пĕччен нимĕн те тăваймастăн, ачасем нумай пулăшаççĕ. Аслисем хамăрпа пĕрле çумлаççĕ, шăвараççĕ пулсан кĕçĕнни апат пĕçерет, - тет калаçăва тăсса Николай Васильевич.

Çырлине çиме кăна тутлă, унăн та ĕçĕ çителĕклех: йăран хушшисене кăпкалатмала, çумламалла, мăйăхĕсене касмалла... Халăх паха çимĕçе хитрине, тин татнине ыйтать, çавăнпах ăна сутлăх валли хатĕрленĕ чухне ирхине хĕвелтен маларах тăрса çемйипех пухаççĕ. Хăяр-помидора та çаплах татаççĕ.

Ытти культурăсем те çителĕклĕ Лукияновсен. Пĕлтĕр ыхра çур гектара яхăн, вăрлăх сухан 25 сотăй йышăннă. Ытлă-çитлĕ пурăнас тесе çапла вăй хурать çак çемье.

Николай Васильевича паян пăшăрхантараканни те пур. Лукияновсем çырмапа юнашар çурт хăпартнă. Вырăнĕ хитре. Çыран ан ишĕлтĕр тесе кил хуçи йывăçсем те лартнă. Шел пулин те, çак илеме çỹп-çап пăрахса пăсакансем те тупăнаççĕ. Ку вара ĕçчен çынна питĕ тарăхтарать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика