Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ мăшăр- Шăнкăртамран, "çĕнĕ кайăк"- Алманчăран

10 января 2018 г.

Кăрлачăн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче кăçал пуçласа Мендельсон маршĕ мăнаçлăн янăранă. Телейлĕ мăшăр - Шăнкăртамран. Çак кунхине Риназпа Лилия Вахитовсене тăванĕсемпе çывăх çыннисем çемье çавăрнă ятпа чун-чĕререн саламланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çамрăксене Мăшăрлану керменĕн специалисчĕ О. Гусарова район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ячĕпе çырнă ăшă салам сăмахĕсене çитернĕ. Сăмах май каласан, пĕрремĕш номерлĕ свидетельствăн хуçисем телейлĕ мăшăр çеç мар, çав вăхăтрах хăйсем çине пысăк яваплăх та илнĕ: вĕсен "çăмăл аллинчен" районта 2018 çулта çемье çавăракансен йышĕ мĕнле пуласси те килĕ...

Иртсе кайнă Автан çулталăкĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пуçласа Нăрваш Шăхалĕнче "çĕнĕ кайăк" сас панăччĕ. Хальхинче вара çак савăнăçа Алманчăра пурăнакан Карсаковсем çывăх çыннисемпе пĕрле пайланă. Сарă йытă çулталăкĕнче çамрăк мăшăр ывăл ачана алла илнĕ. Пулас пăхаттирĕн ашшĕ-амăшне савăнтарма сывлăхĕ пултăр. Тутар Сăкăтĕнчи Куликовсен çемйине те Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенчех йăх-несĕле малалла тăсакан арçын ача хутшăннă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика