12 декабря 2017 г.
Районти санитари енĕпе тата эпидемие хирĕç ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта пухăннисем вĕренÿ учрежденийĕсенчи эпидемиологи лару-тăрăвне сÿтсе явнă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ — комисси ертÿçи Рудольф Селиванов ертсе пынă.
Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне районта 42 çын, çав шутран 40 ача, пневмонипе (ÿпке шыççи) чирленĕ: Патăрьелĕнчи 1-мӗш вăтам шкулта 19-ăн, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 7-ĕн, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 4-ăн, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 3-ĕн аптранă. Çакăн хыççăн районти Роспотребнадзор ĕçченĕсем пĕлÿ çурчĕсенчи эпидемиологи лару-тăруне тӗпченӗ. Шкулсенче пÿлĕмсене дезинфикцилеме, сывлӑша кварцпа сиенсĕрлетме хушнӑ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ачасене вĕрентме вăхăтлăха чарнă. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти пĕр класра уроксем иртмĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)