Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл сивĕ е ăшă, шанчăклă пултăр

24 ноября 2017 г.

Раштав уйăхĕ алăк урати çывăхĕнчех пулин те тавралăха шурă кашма витĕнмен-ха. Çапах та хĕл кунĕсем çывхарни сисĕнет. Кăçал вăл сивĕ е ăшă килĕ-ши? Халех çакна татса калама хĕн. Анчах та çанталăк апла е капла пулĕ, шартлама кунсене шанчăклă ирттерсе ярас тесен кашни килтех, хуçалăхрах, организаци-учрежденинчех чрезвычайлă лару-тăрăва парăнтарма хатĕр пулмалла, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Инкек-синкек йăтăнса анасса кĕтмелле мар. Çак тĕллевпех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ _ районта чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăх енĕпе кĕрешекен комисси председателĕ Р. Ямалетдинов ертсе пыракан ушкăн Алманчă ял тăрăхĕнче пулнă, ирĕклĕ пушар команди инкеке парăнтарма еплерех хатĕр пулнипе, ĕç хатĕрĕсемпе паллашнă, малашне ял тăрăхĕнчи пушар деповне тата пушар техникине тытса тăрас ыйтусене те хускатнă.

Сăмах май, паянхи куна районти 19 ял тăрăхĕнче 5 ирĕклĕ пушар команди, 2 муниципаллă, çавăн чухлех ведомство пушар хуралĕ пур.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика