Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç - чун канăçĕ

17 ноября 2017 г.

Шкулсене кайсан ачасем ăсталанă япаласене курса савăнатăн, тĕлĕ-нетĕн. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ вĕсем: çыхма, тĕрлеме, çĕлеме, каскалама, савалама тата ытти те. Килте ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне çитĕнекен ăрăва ĕçе шкулта педагогсем хăнăхтараççĕ. Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта маларах технологи урокĕсене А. Горбунова ертсе пыратчĕ. Вăл вăхăтри экспонатсем халĕ те тирпейлĕн упранаççĕ. Вĕренекенсем вара ку енĕпе район, республика олимпиадисене хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пĕрре мар пулнă. Пĕлтĕр районта Н. Лукьянова пĕрремĕш, А. Быкова виççĕмĕш вырăнсене йышăннăччĕ. "Космос тĕнчи" конкурсра О. Мышова виççĕмĕш вырăна тухнăччĕ.

Алла Александровна вĕренекенсемпе уйрăмшарăн та, пĕчченшерĕн те ĕçлеме ỹркенмест. Вĕсене куçăмлă, куçăмсăр, дистанциллĕ майпа ирттерекен конкурссене, конференцисене те явăçтарать.

Вĕрентекен шкула И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче пĕлỹ пухнă хыççăн килнĕ. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентес ăсталăха алла илнĕ пулнă. Ĕçленĕ хушăрах тепĕр дипломĕ хутшăннă. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлỹ пухса "Технологи тата предпринимательство" квалификацине хушнă. Шкулта ỹкерес ăсталăха тата технологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Ĕç тиевĕ сахалран-ши, обществознанипе те пĕлỹ панă ачасене.

Педагогăн ĕç кĕнекине директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшни те çырăннă. Психолог пулма та тỹр килнĕ ăна. Кашнийĕнчех квалификацие ỹстермелле-çке ун пек чухне. Предмет пĕлĕвĕсен курсĕсене çỹренĕ.

Халиччен пухнă ăс пухмачĕпе савăнмалăх пур. Вăл çимĕçсем парать те. Алла Александровнăна çулленех районта технологипе иртекен олимпиадăна хаклакан комисси членне кĕртеççĕ. Вăлах республикăри педагогика ĕçченĕсене аттестацилекен эксперт комиссийĕн членĕ те. "Наука, аталану, ăсталăх" конференцие хутшăнакансен ĕçĕсене хакланă çĕрте те курма пулать А. Горбуновăна.

Хăй те аллине усса лармасть. Технологипе ỹкерес ăсталăха вĕрентекенсен фестивалĕсене хутшăнать. Вĕсенче çĕнтерỹçĕ ятне пĕрре мар тивĕçнĕ. Республика шайĕнче ят-сумне çĕклет. 2016 çулта "Чи лайăх технологи учителĕ" пулчĕ. Кăçал виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Педагогика идейисен фестивалĕнче иккĕмĕш, ĕç программисен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. Федераци шайĕнчи технологи урокĕсен професси конкурсĕнче призер пулчĕ тата ытти те. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕ вара тепĕр çитĕнỹ кỹчĕ. Республикăри хастар 30 педагога Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2017 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчи 351-мĕш хушăвĕпе килĕшỹлĕн 20-шер пин тенкĕ преми парса хавхалантарчĕ. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнипе, тĕрлĕ проектпа конкурса хутшăннипе, ача-пăчапа, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипе çак хисепе те тивĕçрĕ. Кунта, паллах, вĕренекенсен пĕлỹ шайне те вырăна хунă. Алла Александровна ăс панă ачасем иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пурте экзаменсене ăнăçлă тытрĕç. Обществознанипе вара вĕсен кăтартăвĕ республика шайĕнчи вăтам балран чылай пысăкрах та пулчĕ.

Класс ертỹçи те Алла Александровна. Çиччĕмĕшсемпе тата та ытларах ĕçлеме тăрăшать вăл.

Çемьере те кăтартуллă анне. Кристина хĕрĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Наталияпа Софья ирсерен амăшĕпе пĕрле шкула утаççĕ. Пĕри çиччĕмĕш, тепри виççĕмĕш классене çỹреççĕ, вĕренỹ отличницисем.

"Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă", - теççĕ. Алманчăри тĕп шкулта пĕлỹ пухакансем районта, республикăра иртекен кашни мероприятие хутшăнса малти вырăнсене йышăнма тăрăшаççĕ. Çакăнта педагогсен тỹпи пурах. Вĕсенчен пĕри - ỹркенменни, харсăрри, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаканни вара Алла Александровна Горбунова.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика