Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни ырăпах таврăнать

10 ноября 2017 г.

Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр, _ теççĕ. Çак сăмахсене Алманчăри Н. Федоров фермер пирки каланăнах туйăнать. Вăл Ленин ячĕллĕ агрофирма панкрута тухнă хыççăн пĕр вăхăт йĕркеллĕ усă курман çĕрсемпе 2013 çулта ĕçлеме тытăнчĕ. Ура çине тăма йывăр пулассине пĕлсех вăй хума пикенчĕ. Паян хăй вăхăтĕнче тар тăкнин кăтартăвĕ те пур.

Хальхи вăхăтра хуçалăхăн 1331 гектар, унта çĕр улми _ 80, кĕрхи культура _ 300, тулă _ 270, хура тул _ 50, сухан вăрлăхĕ _ 10, вăрлăхлăх сухан (маточник) _ 1, хĕвел çаврăнăш 320 гектар тата ытти те çитĕнтереççĕ. Хăй вăхăтĕнче тăпран пулăхлăхне пуянлатнин, халь те минераллă удобренисемпе апатлантарнин (пĕр гектар пуçне икĕ центнер тивнĕ) витĕмĕ пысăк. Акнă-лартнă культурăсен тухăçĕсем пĕчĕк мар. Пĕрчĕллĕ культурăсен кĕлет виçипе 32,5 центнерпе танлашнă. Паллах, çакăнта вăрлăхсене çуллен çĕнетнине те шута илмелле.

_ Тухăç еплерех пуласси вăрлăхран нумай килнине хамăн ĕç опытĕнченех питĕ лайăх пĕлетĕп, çавна май пахалăхсăррисене акмастпăр. Кăçал урпа, çурхи тулă туяннăччĕ, _ тет Н. Федоров калаçу сыпăнса пынă май.

Хуçалăхра туса илнĕ продукцисене сутса пыраççĕ. Алманчă çĕрĕнче çитĕннĕ çĕр улмине те, сухан вăрлăхне те ют регионсенченех килсе илнĕ.

Пысăк лаптăкпа усă курма техника та çителĕклĕ кирлĕ. Фермер хуçалăхĕнче ку тĕлĕшрен те йывăрлăх çук, çавăнпах ака, вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлеççĕ, ыттисене те пулăшма каяççĕ. Акă, çĕр улми кăларакан икĕ комбайн та Мари Республикинчи пĕр хуçалăха пулăшнă. "Уй-хир карапĕ" Татмăшри фермер патĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртнĕ. Ю. Ширтанов, В. Мадюков, А. Мадюков, Д. Паймуллин, С. Захаров, А. Захаров, П. Карлинов, А. Карлинов механизаторсем хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине пĕлтерчĕ Николай Николаевич.

Паян хирсем пушаннăпа пĕрех, хĕвел çаврăнăша çеç пухса кĕртмелли тăрса юлнă. Ăна 200 гектар ытла çапса тĕшĕленĕ, тухăçĕ пĕр гектартан 15 центнерпа танлашнă. Продукцие Хусанти тип çу тăвакан завода сутаççĕ.

Хуçалăха вăйлăрах аталан- тарас ĕмĕтпе пурăнать Н. Федоров. Ỹсентăран отраслĕпе кăна алă-ура çавăрса пыма çăмăлах мар иккенне шута илсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе ярасшăн. Çавăн пекех техника çителĕк- лĕрен çĕр лаптăкне те пысăклатасшăн.

Фермер ырă кăмăллăхпа та палăрать. Вăл чиркỹсене, шкулсене, ялта уявсем йĕркелеме пулăшать. Ырă вара яланах ырăпа таврăнать, çавăнпах Н. Федоровăн ĕçĕсем те ăнса пыраççĕ.

О. ПЕТРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика