25 августа 2017 г.
Мĕн ĕлĕкренех çемьери кĕçĕн ывăл ашшĕпе амăшне пăхма юлнă. Паян çак ырă йăла манăçа тухса пырать, анчах ăна пăхăнакансем те пур-ха. Алманчăри Сымкинсенех (ỹкерчĕкре) вĕсен шутне кĕртес килет. Аслисемпе çамрăксем килĕштерсе пурăнасси кунта ламран лама куçса пырать. Луиза Николаевна пăянамăшĕпе _ 12, упăшкин качча кайман аппăшĕпе 54 çул пурăннă. Хăй тĕп киле кин кĕртни те 23 çул çитнĕ. Мăшăрĕпе, Вениамин Егоровичпа, пĕр сукмакпа 56 çул утаççĕ.
Шăпаран тараймăн
_ Пăянам та, пятам та терт-нушине аванах курнă. Иккĕшĕ те репресси тути-масине туйнă. Упăшкан кукашшĕпе кукамăшĕ пуянсем пулнă, тет. Çавна пулах ĕнтĕ иккĕшне те ссылкăна янă. Яла юлнă ачисенчен пĕри амăшне "тамăкран" вăрттăн вăрласа тухса илсе килет, ашшĕ çавăнтах юлать. Вăл каялла таврăнайман, _ çапла инçетрен пуçларĕ калаçăвне Луиза Николаевна, ялти пек каласан Люççа аппа. Пăянамăшĕн нуши кунпа çеç вĕçленмен. Ỹкерме, платник ĕçне ăста мăшăрне те чиркỹре иконсене сăнланăшăн, пачăшкасемпе çыхăну тытнăшăн арестленĕ. Анчах нумаях тытман, каялла янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан салтака кайма ят тухнă. Арçын аллине пăшал тытса курайман. Канаша çитсенех йывăр чирлет те куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Самани йывăр пулнăран унăн ỹтне те яла илсе килеймен, çавăнтах пытарнă.
Йывăр шăпаллă пăянамăшĕн ватлăхĕ канлĕ ирттĕр тесе Люççа аппа сахал мар тăрăшнă, ачисене те мĕн пĕчĕкрен ватта хисеплеме вĕрентнĕ. Çамрăклăх ирхи тĕтре пек хăвăрт сĕврĕлнине те, ватлăх кашни çынна куçран тинкерсе пăхнине вăл питĕ лайăх ăнланнă, пăянамăшĕпе кăна мар, упăшкин аппăшĕпе те пĕр сăмах тупма пултарнă.
_ Çулла каçхи 11 сехет çитмесĕр, хăш-пĕр чухне çур çĕр те иртетчĕ, çывăрса курман. Ирхи 3 сехетрех тăрса выльăхсене пăхнă, кĕтĕве хăваланă. Тем пек куç хупăнсан та кăнтăрла та выртса канман. Утă çулма кайсан аппаран кая юлма юраман. Вăл питĕ тирпейлĕччĕ тата ĕçченччĕ. Паян та çемьере вăл çитменнине туятпăр, _ аса илчĕ Люççа аппа.
Пурнăçăн пăрнăçĕ çителĕклех
Луиза Николаевна Алманчă хĕрех пулнă, ăна хăйне те шăпа кĕленче сăпкара сиктермен. 1941 çулта çуралнăскер пилĕк ачаран чи кĕçĕнни. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне алăри ача çеç пулнă. Шел пулин те, унтан таврăнайман. Амăшĕ пилĕк ачине пĕчченех ỹстернĕ. "Люççа, аçу мĕн тĕслĕ?" _ тесе час-часах ыйтнă пĕчĕк хĕртен кỹрши-арши. Çывăх çыннин ăшăлăхне туйса, чĕрçи çинче выляса курманскер: "Атте симĕс тĕслĕ", _ тенĕ. Мĕншĕн симĕс? Кăна Люççа аппа паян та ăнлантараймасть.
Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, теççĕ. Луиза Николаевна Алманчă каччипех çемье çавăрнă. Вениамин Егоровичăн та алли ашшĕнни пекех пур ĕçе те пĕлнĕ. Вăл 30 çул тимĕрçĕре тăрăшнă. Ака умĕн техникăна, кăкарса çỹремелли хатĕрсене тирпейленĕ, çанталăк ăшăтсан платникре çỹренĕ. Çынсене чечек савăчĕсене çакмаллисем, алăк питĕркĕчĕсем тата ытти те туса панă. Паян та нумайăшĕ вĕсемпе усă кураççĕ.
Люççа аппа та тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра тăрăшнă. 12 çул поварта ĕçленĕ.
_ Ун чухне механизаторсем поварсене хăйсем суйлатчĕç. Зинаида Ершовăпа, Ольга Волковăпа пĕрле килĕштерсе апат хатĕрленĕ. Яшкана хуранпа пĕçернĕ, вуттине те хамăр каснă. Шыв тултарнă фляга çурăм çине хурса йăтса килеттĕмĕр, _ калаçу малалла тăсăлнă май пĕлтерчĕ Л. Сымкина. Ĕçленĕ хушăрах ялти культура çуртне çỹреме, концертсене хутшăнма та ĕлкĕрнĕ.
Пурнăç урапи ялан пĕр йĕрпе кусмасть. Сымкинсем хăйсен ĕмĕрĕнче виçĕ хутчен çурт лартнă. 1965 çулта йывăçран пилĕк стеналлă пỹрт хăпартнă, анчах унта нумай савăнса пурăнайман. Икĕ çултан, май уйăхĕнче, вăл пушарта çунса кĕлленнĕ. Пĕр хĕл кỹршисем патĕнче пурăнма тивнĕ.
_ Пăянам пĕр вĕçĕм: "Пĕчĕк пỹртре пулсан та килте вилесчĕ", тетчĕ. Малтан чăнах та пĕчĕккине турăмăр. Хĕле валли пысăккине кĕтĕмĕр, _ терĕ Люççа аппа. Йыш хушăннăçем Сымкинсем 1996 çулта кирпĕчрен, икĕ хутлине çĕклеççĕ.
Вениамин Егоровичпа Луиза Николаевна виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Юрий ывăлĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Альбина хĕрĕ ялти больницăра медсестрара тăрашать. Кĕçĕнни, Гена, шăпах ашшĕ-амăшне пăхаканни. Унăн мăшăрĕ, Алевтина Валерьяновна, ача садĕнче воспитательницăра тăрăшать. Çемье çĕрпе виççĕмĕш çул ĕçлет. 15 гектарта тулă, урпа, сухан вăрлăхĕ, нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтерет.
_ Турăран хăраса, этемрен вăтанса пурнăç иртрĕ. Кинсем лайăххишĕн питĕ савăнатăп. Кĕçĕнни пушшех те хама çывăх. 23 çул пĕрле пурăнатпăр, çак таранччен сивĕ сăмах калаçса курман. Мăнуксем те ашшĕ-амăшне кура пире хирĕç чĕнмеççĕ. Аслă ачасем çемйисемпе килсен те яланах ăшшăн кĕтсе илет, _ терĕ хапха умне мана ăсатма тухнă чухне Люççа аппа.
О. Павлова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)