07 июля 2017 г.
Хальхи вăхăтра кашни ялта тенĕ пекех патшалăх лавккисем çеç мар, уйрăм хуçасен суту-илỹ магазинĕсем те пур. Чылайăшĕнче куллен кирлĕ таварсем сутаççĕ: çăкăр-тăвар, ытти юр-вар... Ял çыннине кил-тĕрешре, хуçалăхра час-часах усă курма кирлĕ пăта е ытти строительство материалĕсене питĕ сайра çĕрте çеç сĕнеççĕ. Алманчăсем те çак ыйтăва татса парас тесе тахçанах калаçаççĕ-мĕн, анчах усси çук иккен. Лавккара çакнашкал таварсене сутманнипе ирĕксĕрех ятарласа Патăрьелне каяççĕ. Пĕр килограмм пăта вара çул укçине шутласан икĕ хут хака кайса ларать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)