Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрисенче хĕвел хĕртет ( "Авангард" (газета Батыревского района))

18 апреля 2017 г.

 Çут çанталăкăн пур вăхăчĕ те савăк. Ака вара хĕвел хĕртнипе, çут тĕнче чĕрĕлнипе илĕртет. Ял халăхĕ пикенсех ĕçе тухма хатĕрленет. Хĕрсех ака-суха тытăниччен кăштах вăхăт пур. Шăпах çакăнпа усă курма тăрăшрĕç Алманчăри культура çуртĕнче ĕçлекен Никитинсем.

 Ташă-юрă ăстисене вĕсем сцена çине кăларчĕç. Черетлĕ концерта Чăваш Енри Ашшĕпе Амăшĕн тата районăн 90 çулне халалларĕç. Шăпчăк саслă юрăçсем, акăш евĕр ухăнса ташлакансем сахал мар ялта. Тĕрлĕ жанр пулчĕ концертра. Хор коллективĕ (унта вĕрентекенсем, садикра ĕçлекенсем те çỹреççĕ), "Туслăх", ачасен ушкăнĕсем виçшер юрăпа тухрĕç.

 Л. Петрова, Т. Алексеева, И. Сымкина, Л. Леонтьева, Б. Французов, В. Мышов, О. Хадарова пĕчченшерĕн юрлама маçтăр. Ачасем кружоксене çỹреме ỹркенмеççĕ. Унта вĕреннĕ ташăсене куракансен умне кăларчĕç. Вĕсене çак пултарулăха И. Никитина хăнăхтарать. Сăмах май çакна палăртма та кăмăллă.

 Ачасем хăйсен ăсталăхне ялти сцена çинче кăтартнисĕр пуçне районта йĕркеленĕ конкурссене хутшăнса та çитĕнỹсем тăваççĕ.

 Вырăнти артистсем районти чылай мероприятине тухаççĕ. Акă "Синема" фестивальте Д. Павлова пĕрремĕш вырăнпа савăнтарнăччĕ. К. Киргизовăпа вăлах "Восходящие звезды" конкурса хутшăннăччĕ. "Жемчужинки Чувашии", "В мире танца", "Рождественская звезда", "Пасхальная радость" тата ытти те Алманчăсемсĕр иртмерĕ.

 Куракансене килĕшрĕ концерт. Çакна кашни номер хыççăн хыттăн алă çупни те çирĕплетрĕ. Ăсталăх ỹссе пыни юрласа-ташлакансене те савăнтарчĕ. Вĕсен пултарулăхне вырăнта хаклани кỹршĕ ялсене тухса çỹреме хавхалантарнăнах туйăнать. Маларах Алманчăсем Елчĕк, Комсомольски, Тутарстанри Пăва тата Çĕпрел районĕсенчи Яманчурелĕнче, Шăмалакра, Карапай Шăмăршăра, Пуянкассинче, Тукайра, Мăкăрта, Убеевăра пулнăччĕ.

 А. ИВАНОВА

 Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика