04 апреля 2017 г.
Кулăш кунне Алманчăсем чи интересли, чи хавасли тесе палăртаççĕ. Чăнах та çаплă-тăр. Çак кун шỹтлесе темĕн те калама юрать. Вăл чăна тухассăн туйăнать. Çавна май культура çуртĕнче "Кулăш каçĕ" ирттерчĕç. Ăша тытса кулмалăх пулчех вара. Чи култараканнине палăртрĕç куракансем. Тавçăрулăх конкурсне чылайăн хутшăнчĕç. Пĕр-пĕрне хавас кулă парнелени мĕне тăрать. Вăл хавхалантарать, ĕçлес хастарлăха ỹстерет. Каçа пĕтĕмлетнĕ май И. Никитина культорганизатор кашнийĕн яланах савăк кăмăл, мĕн шутлани пурнăçлантăрах, терĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)