Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшмасăр ĕç пулмасть

17 февраля 2017 г.

Çулленех çур аки вĕçленсен иртекен уй-хир тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче Алманчăри Н. Федоров фермер хуçалăхĕн хирĕсене çитсен чун савăнать: чăшăл çеç шăтса тухнă çурхисем, хĕвел патнелле ярăнса ỹсекен вăрăм пучахлă кĕрхи культурăсем куçа илĕртеççĕ. 2013 çулта Николай Николаевича çак ялти 563 пайçăран 555-шĕ хăйсен пайĕсене сухалама, акма шаннă. Çак утăма тума вĕсене Ленин ячĕллĕ агрофирма хавшани, çĕрсене арендăна пани пирки тунă килĕшỹ вăхăчĕ тухни те хистенĕ. Кзыл Чишмасем те фермера хăйсен çĕрĕпе усă курма ыйтнă.

Ака уйăхĕ çĕр çыннишĕн _ яваплă тапхăр. Кашни сехет шутра тăрать. Шăпах паян-ыран хире ĕçлеме тухмалли чухне ял çыннисем Н. Федоров патне пынă. Халăх кăмăлне хирĕç каяс темен Николай Николаевич. Çуралнă тăрăхри, тахçан ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ чунне парса тăрăшнă хирсенче çум курăк ан ашкăртăр тенĕ. Малтанласа йывăр, питĕ йывăр пуласса пĕлсех фермер тỹрех çанă тавăрса вăй хума пуçланă. Вăрлăха никĕсе хывиччен шутлă кунсем çеç юлнипе юлашки çулсенче кĕрхи çĕртме те туман уйсене сухалама, сỹрелеме пуçăннă. Выçăхса çитнĕ тăпрана пулăхлатма, çум курăкпа кĕрешме минераллă удобренисемпе гербицидсем туяннă. Тухăç вăрлăхран нумай килнине шута илсе пахалăхлă вăрăсем илсе килнĕ. Ĕçе агротехника ыйтнă пек пурнăçланă.

Акнă-лартнă культурăсем пурте лайăх шăтса тухнă, анчах вырма çитсен татах йывăрлăхсем сиксе тухнă. Пухса илнĕ тĕш-тырра ăçта хумалла? Пуçа килсен пушмак тенешкел, ирĕк- сĕрех пушаннă хирте брезент, çатăрка сарса хума, бункерти тырра çавсем çине тăкма тивнĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне витнĕ япаласене уçса хунă, çумăр пĕлĕчĕсем курăнма пуçласан хупланă. Нушалансан та уйра тыр-пула тăратса хăварман, фермер халăх умĕнче питне хĕретмен.

_ Малтанхи виçĕ çулта çĕр пахалăхне лайăхлатассипе ытларах вăй хума тиврĕ. Тăрăшнине кура тыр-пул тухăçĕ икĕ хут ỹсрĕ, ыттисен те çаплах. 2016 çулта кĕрхи тулă пĕр гектартан бункер виçипе 65,5 центнер тухрĕ. Вăрлăхсене те çĕнетсех тăратпăр ĕнтĕ. Кăçал та элита урпа, çурхи тулă, çĕр улми вăрлăхĕсене туянасшăн.

300 гектарта çитĕннĕ хĕвелçаврăнăш та лайăх çитĕнчĕ. Ăна Хусанти тип çу тăвакан завода вырнаçтартăмăр, _ тет Н. Федоров ĕçлеме пуçланă çулсене аса илнĕ май.

Паян фермер хуçалăхĕнче ĕçлеме условисем самай лайăхланнă. Техникăран кустăрмаллă тăватă, гусеницăллă виçĕ трактор халь тесен халь ĕçе тухма кĕр- кĕрлесе çеç лараççĕ. Сеялкăсемпе культиваторсем те çителĕклĕ. Хĕвелçаврăнăш вăрлăхне акма кăçал тата ятарлă сеялка илме палăртнă. Туянма заявка панă та ĕнтĕ. 2016 çулта Ленин ячĕллĕ агрофирмăна панкрута кăларнă хыççăн конкурс управляющийĕпе килĕшỹ туса хуçалăхри йĕтеме тата тăватă хранилищĕне арендăна илнĕ. Вĕсене вырмана тухиччен йăлтах юсанă, çавăн пекех техника кĕрсе тухакан çула та тирпейленĕ. Ятарлă комиссипе управсене яваплă тапхăра валли мĕнле хатĕрленине пăхса çỹренĕ чухне çакна хам куçпах куртăм.

Ĕçлĕхлĕ фермер вĕлле хурчĕ-сем те тытать. Ылтăн хуртсен çемйи 100-тен те иртет. Пыла хуçалăхра тăрăшакансене, вĕсем 25-ĕн, ял хуçалăх, Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн парне вырăнне панă. Шалупа та вăхăтра татăлса пыраççĕ. Çуллахи вăхăтра трактористсем талăкра икĕ пин тенкĕрен кая мар ĕçлесе илеççĕ, унсăр пуçне акаран пуçласа вырмаччен вăй хуракансене пĕр тонна тырăпа, çур тонна çĕр улмипе тата виçĕ литр пылпа хавхалантараççĕ. Çĕр пай хуçисен кăмăлне те тупать Николай Николаевич. Вĕсене икĕ центнер тырă тата утă-улăм (кама мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ илме пултарать) тивет.

Хуçалăха тата вăйлăрах аталантарас ĕмĕтпе пурăнать Н. Фе доров. Ỹсен-тăран отраслĕпе кăна алă-ура çавăрса пыма çăмăлах мар иккенне шута илсе выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетсе яма тĕллев лартнă.

_ Ленин ячĕллĕ агрофирмăн пулнă ĕне тата сысна витисене туянас тетпĕр. Май килмесен çĕнĕрен тума тивет. Куллен тупăш кĕртес тесен выльăх тытмаллах, сăвакан ĕне те 200 пуçран кая кирлĕ мар тесе шухăшлатăп, _ тет Н. Федоров. Николай Николаевич хăйĕн умне лартнă плансене пурнăçлама хăнăхнă, çавăнпа та Алманчăра та фермăсем ĕçлесе каясса кĕтмелли çеç юлать.

Фермер ырă кăмăллăхпа та палăрса тăнине асăнса хăварас килет. Вăл чиркỹсене, шкулсене вăйĕ çитнĕ таран пулăшать. Елчĕк районĕнчи Тимешре Шупашкар _ Чăваш Ен епархийĕн кăнтăр V округĕн благочиннăйне Анатолий аттене (Анатолий Сорокин) персе вĕлернĕ вырăнта тата Алманчăра унчченхи кĕлĕ çурчĕ тĕлĕнче часовня туса лартнă. Çавăн пекех спортсменсене те инçет хуласенчи ăмăртусене хутшăнма майсем туса парать.

Ырă туни çĕре нихăçан та ỹкмест. Кăмăлне кура Н. Федоров фермера Турри те çулне уçсах пырать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика