27 января 2017 г.
Чылай чухне суйлав умĕн депутатсем тĕрлĕ сăлтавпа çынсене пулăшма, ырă тума шантараççĕ. Кайран вара хăш-пĕр "халăх тарçисем" ун пирки мансах каяççĕ, теприсем курмăш-илтмĕш пулаççĕ темелле. Нумай пулмасть Алманчăсене тĕп хуламăртан, Шупашкартан килнĕ сцена ăстисем чăн-чăн уяв туса пани те ăнсăртран мар. Паян çак ялсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Олег Мешкова хăйĕн сăмахне тытма пĕлнишĕн, сăмаха çилпе вĕçтерменнишĕн чун- чĕререн тав тăваççĕ. Ял çыннин кăмăлне тупма нумай кирлĕ-им?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)