25 октября 2016 г.
"Тăрăшса ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă, çавна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр", _ тенĕ И. Яковлев чăваш халăхне панă халалта. Çак халала асра тытма тăрăшать Алманчăра çуралса ỹснĕ, тăван ялтах хăйĕн пурнăçри вырăнне тупнă С. Никитин (ỹкерчĕкре)
Сергей Петрович чылай çул культура çуртĕнче тăрăшать. Пултаруллă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă специалист ăсталăхне ялта çеç мар, районта та вырăна хураççĕ. Лăпкă та сăпайлă, йывăрлăхра яланах çынна алă тăсса пама хатĕр купăсçă хастар общественник та. С. Никитинсăр ялта пĕр мероприяти те иртмест. Район шайĕнчисене те сахал мар хутшăнать вăл.
Сергей ĕçчен те хастар кил-йышра çуралнă. Ялти вăтам шкул хыççăн 1989 çулта Ульяновск хулинчи культура училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ специалист художество пултарулăх ертỹçинче ĕçлеме тытăнать. Тепĕр çултанах ялти культура çурчĕ çумĕнче темиçе пултарулăх ушкăнĕ те йĕркелет. Ял администрацийĕн, вăтам шкулăн, ача сачĕн, автопаркăн, çĕр ĕç фирмин правленийĕн, строительсен, выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçлекенсен, уй-хир ĕçченĕсен коллективĕсем, пенсионерсем сцена çине тухма пуçлаççĕ. Кашни икĕ эрнере пĕрер концерт пăхса киленет ял халăхĕ. Икшер сехете яхăн кăтартаççĕ вĕсем хăйсен пултарулăхне.
Çĕнĕрен çĕнĕ программа хатĕрлесси вара çав тери яваплă ĕç. Пултарулăх коллективĕсен тĕп ертỹçи _ С. Никитин _ кăткăс ыйтусене татса парас тесе куллен тăрăшнă. Ку е тепĕр юрă концертра вырăнлă-и, номерсен йĕрки тĕрĕс-и тата ытти те. Вăл юрлакансене, ташлакансене тĕрлĕ инструментпа каласа тивĕçтернĕ, юрра-ташша кăмăллакан кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма ăнтăлнă. Хор ушкăнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи уявсене те хутшăннă. Пур çĕрте те хапăл туса йышăннă хастар пултарулăх ертỹçин концерчĕсене. Çав вăхăтрах Сергей Петрович эстрадăн ятарлă ушкăнне йĕркеленĕ. Артистсем хăйсен программинчи номерсене тăван ялта кăна мар, кỹршĕ ялсенче те, районсенче те кăтартнă.
Районта ирттерекен фестиваль-концертсене хутшăнмасăр юлни пулман. Çаксене шута илсе 2002 çулта районти культура пайĕ Сергей Петрович Никитин кандидатурине Чăваш Республикин Президенчĕн пултаруллă çамрăксене паракан ятарлă стипендине илме тăратать. Вăл ăна тивĕçлĕ пулать. Çав вăхăтрах тăрăшса тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Республикин культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă.
Район, республика шайĕнче кĕрлесе тăнă Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин культура вучахĕ те ялкăшсах çуннă.
Пурнăçри йывăрлăхсене парăнмасăр малаллах ялкăшать ялти культура лаççи. Сергей Петрович 23 çул культурăра вăй хурать, вĕсенчен 12 çул ытла _ культура çурчĕн директорĕнче. Алманчă çыннисен художество пултарулăхĕ çултан-çул аталанса пырать. "Туслăх" тата шкул ачисенчен "Рассвет" юрăпа ташă ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем çав ăстасемпе тĕрлĕ ялта, Шăмăршă, Елчĕк тата ытти районсенче, Тутар Республикинче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Район шайĕнчи уявсенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çаксем пурте Сергей Петрович тăрăшнипе, аллине усмасăр пурнăç çине шанчăклă куçпа пăхма хăнăхнипе пулаççĕ. "Туслăх" ансамбль республикăри халăх ăстисен çурчĕ 80 çул тултарнине тата Ĕç çынни çулталăкне халалланă "Хавхаланса юрлать чĕре" зонăри конкурса та хутшăнчĕ.
Кăçалхи творчество сезонне те уçрĕç ялта.
Сергей Петрович пултаруллă общество деятелĕ терĕмĕр. 2011 çултанпа Алманчăри "Единая Россия" партин секретарĕнче тимлет. 2011-2015 çулсенче ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă.
Районти культура учрежденийĕн, район тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен нумай Хисеп грамотине тивĕçнĕ пултаруллă культура ĕçченĕ. Мăшăрĕпе ывăл çитĕнтереççĕ. Кăçал вăл алла аслă шкул дипломне илчĕ. Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе те чысларĕç ăна.
Ульяновск хулинчи И. Яковлев уçнă чăваш шкулĕн сывлăшĕ, культура училищи Сергей Петровича халăх ырлăхĕшĕн ывăнмасăр ĕçлемелĕх вăй-хал парса янă тейĕн çав. Пултарулăхне куллен аталантарма тăрăшать вăл.
Н. ОСИПОВ, университет доценчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)