26 июля 2016 г.
Раççей спорт мастерĕ Александр Мышов йывăр атлетăн спорт каçалăкĕнчи çитĕнĕвĕпе çĕнтерĕвĕ пирки хаçатра пĕрре мар çырнă. Алманчă каччи ăшă та ырă сăмахсене чăнласах та тивĕç. Чăваш Ен командине хỹтĕленĕ мал ĕмĕтлĕ спортсмен çак кунсенче Белгородра иртнĕ ăмăртуран та пушă алăпа таврăнман. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ атлетăн кăкăр çинчи кĕмĕл медалĕ ытти сумлă наградăсемпе юнашар вырăн тупĕ.
Спорт мастерĕ хăйĕнпе пĕрешкел виçеллĕ чи вăйлă 23 спортсмен хушшинче штангăна икĕ тĕрлĕ йăтса 251 килограмм пуçтарнă, кăтартуллисен йышне кĕнĕ. Пысăк мероприятие вара çĕршыври 30 субъектран 238 йывăр атлет хутшăннă. Урăхла каласан кĕрешỹ çивĕч пулни куçкĕрет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)