13 мая 2016 г.
Алманчăри Николай Федоров фермерăн 1500 гектара яхăн çĕр. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем 900 гектар акма палăртнă, хуçалăхра çак кунсенче ĕçе вĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта хĕвелçаврăнăш вăррине те никĕсе хываççĕ. Сăмах май, фермер виççĕмĕш çул ĕнтĕ çак культурăна çитĕнтерет.
_ Хĕвелçаврăнăш тупăшлă культура тенине илтнĕ-рен акса пăхас шухăш çуралчĕ. Вăрлăхне Сызраньтен илсе килтĕмĕр. Пĕрремĕш çулах тухăçĕ аван пулчĕ, тыр-пулпа танлаштарсан укçи те самаях кĕчĕ. Пĕлтĕр те кăтартусем начар марччĕ _ пĕр гектартан 20 центнер ытла тухрĕ. Кăçал 350 гектар никĕсе хывма планланă, 50 гектара яхăн акнă. Тухăçа ỹс- терме пĕр гектар пуçне 80 килограмм аммиак селитри хыватпăр. Кайран çулçă тăрăх апатлантаратпăр, _ тет Николай Федоров хирте ĕçсем кал-кал пынипе кăмăллăн.
_ Кăçал мартăн 16-мĕшĕнче ра- йонти ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, вăл шутра эпĕ те, район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Леонид Кузнецов ертсе пынипе Хусанти ỹсентăран çăвĕ хатĕрлекен заводра пултăмăр. Унта пире хĕвелçаврăнăшне çитĕнтерессипе паха сĕнỹсем пачĕç. Вĕсем маншăн питĕ усăллă пулчĕç.
Мамăк пек кăпăшка тăп- рана имçамланă вăрлăха Сергей Захаров механизатор никĕсе хывать. Сеяльщиксем _ Александрпа Анастасия Пахомовсем _ пулас тухăç "амăшĕ" юхса пынине сăнасах пыраççĕ.
Сăмах май, хĕвелçаврăнăшне акмалли агрегата фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансем пахча çимĕç вăрлăхне никĕсе хывмалли сеялкăран тунă. Культурăна ăçта вырнаçтарассипе те йывăрлăхсем çук. Сĕнтĕрвăрринчи ỹсен-тăран çăвĕ тăвакан завода çулленех ăсатаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)