08 апреля 2016 г.
ХАЛĂХРА лайăх кỹршĕ тăванран хаклă тенине илтнĕ-ха. Анчах та юнашарах пурăнакансем пĕр-пĕрин "спонсорĕ" пулма пултарни вара...
Район полицийĕн юстици майорĕ А. Карама хаçат редакцине çитернĕ хыпар шăпах çакнашкал тĕслĕхпе çыхăннă та. Сюжет авторĕ районта чăн малтан хĕвел тухакан илемлĕ Алманчăра пурăнать. Çакскер пĕррехинче пĕр тарламасăр, пилĕк авмасăр укçаллă пулма шут тытнă: ĕçсе лартнă та пăшалсăрах "ухатана" çул тытнă. Аякка та мар _ кỹрше çити çеç. Ỹсĕрне пăхмасăрах Совет урамĕнчи 56-мĕш çурта кушак пек çеç йăпшăнса кĕнĕ те тỹрех килхуçи выртакан пỹлĕмелле иртнĕ. Хĕрарăм хăйĕн укçи-тенкине ăçта хурса упранине пĕлнĕ-ши? Утиал айĕнче сăмса тутрипе чĕркенĕ çыхăран 8400 тенкине кĕсъене чикнĕ те вĕçтернĕ.
Пуçтаха пỹтсĕрле ĕçшĕн пуçран шăлманни паллă ĕнтĕ. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕ кукăр алă пирки уголовлă ĕç пуçарнине те каланă. Район сучĕ тата унăн ĕçне мĕнле хак парĕ?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)