Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹсни манăçмасть, юрату иксĕлмест

13 января 2016 г.

67 çул мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе пурăнаççĕ пĕр-пĕринпе Алманчăра çуралса ỹснĕ Валентина Николаевнăпа Юрий Петрович Куцыпинсем.

Пỹртре шăп. Урайĕнче 5 çулхи Вальăпа Виталий улăм пуканесемпе выляççĕ. Сасартăк пăшаллă çынсем кĕрсе тăраççĕ. Пĕри палланăскер. Унсăр пуçне тата иккĕн. 4 ачана амăшĕпе урама кăларса пỹрте питĕрсе илеççĕ. Ашшĕне, Николай Батанова, лав çине лартса тĕрмене тытса каяççĕ.

"Кулак" тесе айăпланă иккен пире,_ çапла аса илет 90 çулхи В. Куцыпина пурнăçра асра юлнă самантсенчен пĕрне. _ Эпĕ пĕчĕк пулнăран нимех те ăнланман, анчах пĕтĕмпех астăватăп. Ял ырă çынсемсĕр мар. Çĕр каçма кỹршĕсем кĕртрĕç. Тепĕр кун М. Никитин хăй патне пурăнма илсе кайрĕ. Эпир вĕсем патĕнче икĕ çул пурăнтăмăр. Халĕ вĕсен çурчĕ вырăнĕнче ял чиркĕвĕ.

Хамăрăн та тĕпре мунча юлнă пулнă иккен. Тăвансем, ял-йыш тăрăшнипе унран пỹрт туса пачĕç. Çавăн хыççăн шкула çỹреме пуçларăм. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та малалла вĕренес ĕмĕте пĕрре те пуçран кăларман. 7 класс хыççăн мана Григорий Артемьев йысна Патăрьелĕнчи учительсем хатĕрлекен училищĕне заявлени пама лартса кайрĕ. Унта пĕтĕмпех 5 паллăсемпе вĕрентĕм. Мана экзаменсене те партармарĕç.

Ир такăнсан _ каçчен, тенĕ. Манăн та çапла пулса тухрĕ. Атте пур çĕртех ачалăхăм унăн ăшшисĕр иртрĕ. Вăл тĕрмерен таврăнсан вăрçă пуçланчĕ, алла хĕç-пăшал тытрĕ.

Çав вăхăтра ялсенче йывăр шăпаллă ачасем нумай пулнă. Ашшĕсем вăрçăра. Килсенче çимелли те, тăхăнмалли те пулман. Мана, 17 çулхи çамрăк учительницăна, кỹршĕ яла пиллĕкмĕшсене вĕрентме ячĕç. Хамăн çи-пуçăм та чаплах пулман, ачасенчен çав тери именеттĕм".

Икĕ çултан тăван ялта ачасене вĕрентме пуçлать педагог. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 40 çул кĕçĕн классене ăс парать ĕç ветеранĕ.

10 класра вĕренекен 16 çулхи каччăна 1942 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче урок вăхăтĕнче ял советĕнчен повестка килсе тыттараççĕ. Тепĕр кун П. Волков, Н. Григорьев, И. Антипов тата Ю. Куцыпин кутамккасем çакса ял-йышпа, тăванĕсемпе сыв пуллашса Патăрьелне тухса каяççĕ. Юрий Петровича снайперсен шкулне вĕренме суйласа илеççĕ. Унта вăл сержант пулса тăрать, Украинăн 1-мĕш фронтне лекет. Пĕрремĕш çапăçăва Алманчă каччи 1943 çулхи раштав уйăхĕнче кĕрет. 74 салтакран çиччĕн çеç сывă юлаççĕ. Юрий те йывăр аманать. Киеври госпитале лекет. Унтан сывалса тухнă хыççăн тата виçĕ хутчен йывăр суранланать. Аттепе анне пилĕ вутра çунтармасть, тинĕс тĕпĕнчен те çĕклесе кăларать. Ю. Куцыпинпа та çапла пулса тухать. Вут-çулăм алхасакан вăрçă хирĕнчен кашни хаяр çапăçуран чĕрĕ, сывă тухать.

Çĕнтерĕве 20 çулхи çамрăк каччă Нимбургри госпитательте кĕтсе илет. Тỹрех киле таврăнмасть. Салтак Австрие, Венгрие, Польшăна, Югославие çитет. Тăшманпа хастаррăн çапăçнăшăн вăл чылай наградăна тивĕçнĕ.

1948 çулта пĕр-пĕрне килĕштерекен чĕресем пĕр тĕвве пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Телейлĕ мăшăр виçĕ ача _ Светлана, Николай, Татьяна _ çуратса ỹстернĕ, аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Ачисем çеç мар, мăнукĕсем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă.

Куцыпинсем ватлăх кунĕсене парăнмаççĕ-ха. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхнăскерсем кил тĕрĕшри ĕçсене те хăйсемех пурнăçлаççĕ.

Н. АЛЕКСАНДРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика