Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăрсем паян та киленеççĕ

10 октября 2015 г.

Чĕрери çут туйăм ăшшипе "ĔМĔР ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар", _ тет ваттисен сăмахне тĕпе хурса Алманчăри тыл ĕçченĕ В. Куцыпина вуннăмĕш теçетке çула вакланă май. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ çитĕнекен ăрăва 40 çул воспитани панă. "Ачасем вĕсем _ пирĕштисем. Эпĕ вĕсене юратнă, паянхи кун та çавах", _ хушать сăмаха малалла.

Валентина Николаевна 7 класс хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕлỹ пухнă. Унтан вĕрентỹ ĕçне кỹлĕннĕ. Пĕр класра вĕреннĕ Юрий Петровичпа çемье чăмăртанă. Кил хуçи те педагог пулнă.

Мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ Куцыпинсен ăрăва малалла тăсакан 7 мăнукпа 6 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ. Асли _ Светлана _ ашшĕ-амăшĕн профессине суйласа илнĕ.

Вăрçă ветеранĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли федераллă программăпа килĕшỹллĕн Куцыпинсем хулара хăтлă хваттерлĕ пулнă. Çулла вара вăхăта ялтах ирттереççĕ.

Валентина Николаевнăна юбилей ячĕпе саламлакансем йышлăн пулчĕç. Раççей Федераци Президенчĕн В. Путинăн саламĕ те çитрĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика