Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ пиллĕк юнашар

29 июля 2015 г.

 Алманчăри Еремеевсемпе Киргизовсемшĕн Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕ асра юлчĕ. Мĕншĕн-ши, тейĕ вулакан?

Николай Павловичпа Елена Филипповна пĕрлешни шăп та шай 55 çул çитет. Н. Киргизов 1934 çулхине йышлă ачаллă хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 6 çулхи ача ашшĕ тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнине те астăвать. 1418 куна тăсăлнăскертен Кенигсберг хулине штурмланă чух йывăр аманса чылай вăхăт госпитальте сипленнине пула çĕнтерỹ хыççăн çулталăкран тин тăван киле таврăнни те куçĕ умĕнче.

5 класс хыççăн тăван колхозра ĕçе кỹлĕннĕ Миккуль. 1953 çулхине салтак ячĕ тухсан виçĕ çул çурă Австрипе Венгри çĕрĕсенче, Мускав хулинче тивĕçне пурнăçлать. Çавăнтан хушма ят та "Венгер" çыпăçать.

26 çула çитнĕ йĕкĕтĕн çемье çавăрма вăхăт çитет. Тăванĕ- сем Шăмăршă районĕнчи Максим-Горький ялне туй-çĕнĕхтана килсен чипер хĕре куç хываççĕ те вăрласа килеççĕ.

Елена Филипповна 1936 çулта 7 ачаллă хресчен çемйинче иккĕмĕш çуралнă.

1960 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче ял Советĕнче çырăнаççĕ вĕсем. Николай Павлович тăван колхозра тăрăшнă. Платник те пулнă. Килти нумай япалана хăйех ăсталанă. Хуралтăсене те юсанă. Еля аппа качча килсенех дояркăра, каярахпа уй-хир ĕçĕсенче тăрăшнă. Мускавра иртекен ял хуçалăх выставкине те хутшăнма тỹр килнĕ ăна.

Ĕçĕсене кура сумĕ те пулнă. Хисеп хучĕсемпе, тав çырăвĕсемпе, сумлă парнесемпе чысланă вĕсене. "Ĕç ветеранĕ" ят панă.

1960 çулта ывăл ача çуралсан епле савăннă çемье. Тĕпкĕç, ашшĕн ури çине пусакан тенĕ. Икĕ çултан вара çут тĕнчене Галина килсен амăшне пулăшаканĕ те пулнă.

Гера ывăлĕ çемьепе Ульяновск облаçĕнче пурăнать. 3 ача, мăнуксем те пур ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне курма час-часах килеççĕ. Томск облаçĕнче тĕпленнĕ хĕрĕн килсе çỹреме инçерех. Вăл та тивĕçлĕ канура, пĕр ывăл ỹстернĕ, мăнукĕ пур.

Киргизовсен кил хуçалăхĕнче тирпейлĕ. Сысна, сурăх, хур- кăвакал усраççĕ. Хĕл валли выльăх апачĕ хăйсемех хатĕр-леççĕ.

Еремеевсем çемье çавăрни вара 55 çул. Виктор Петрович 1936 çулхине 5 ачаран тăваттăмĕш çуралать. Ыттисен кун-çулĕ кĕске пулнăран Валерьян шăллĕшĕн (самбо енĕпе спорт мастерĕ) асли пулса юлать. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тăнă ашшĕ те вăрçăра хыпарсăр çухалать. 7 класс хыççăн Витя сурăхпа вăкăр ферминче выльăх пăхма пуçлать. 1955 çулхине салтак ячĕ тухать. 4 çул майлă Крымри çыран хĕрринчи артиллеринче тивĕçе пурнăçлать. Яла таврăнсан пĕр вăхăт вăрман кăларнă çĕре хутшăнать. 1959 çултан вара конюх пулса мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçлет.

Çемье çавăрма çул çитсен кỹршĕллĕ Начар Упине хĕр сăнама каяççĕ, П. Кадушкин хĕрне килĕнчен улах ларма тесе йыхравласа тухаççĕ те _ тỹрех çуна çине. Зинаида 7 класс хыççăн пахча-çимĕç бригадине ĕçе кỹлĕннĕскер, качча килсен колхоз столовăйне вырнаçать. Çырăннă çĕре çемье те хутшăнать. Светлана çуралать. Каярах шкул столовăйне ĕçе вырнаçать вăл, 30 çул ачасене тутлă та сĕтеклĕ апатпа тăрантарма тăрăшать.

Еремеевсен аслă хĕрĕ Кивĕ Ахпỹрте качча тухнă. Лена та аппăшĕ пекех ялта садикре ĕçлет. Анатолий Шупашкарти пĕр стройка фирмин директорĕ. Лариса вара Германинчи медицина центрĕнче интернатура ирттерет.

Еремеевсен те хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем, сумлă парнесем пурах. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ вĕсем. Виктор Петрович пĕр хутчен çеç мар "Районти чи лайăх конюх", "Коммунизмла ĕç ударникĕ" пулнă. Вăхăта ахаль ирттерме хăнăхман вĕсем. Хуçалăхра ĕне, сысна усраççĕ, хур-кăвакал карта тулли. Зинаида Павловна çĕлеме, тĕрлеме, çыхма ăста. Вĕсен 5 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем те пур.

Уяв кунĕнче Киргизовсемпе Еремеевсем патне ялти музей администраторĕ А. Павлова ял тăрăхĕн пуçлăхĕн саламне çитерчĕ.

Т. КАРУЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика