04 июля 2015 г.
ИЮНĔН 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев ЧПУран кăçал вĕренсе тухнă чи лайăх çĕр студента свидетельствăсем парса чыс тунă. "Чи лайăх выпускник _ 2015" хисеплĕ ята илнисем хушшинче пирĕн районти Алманчă ялĕн чиперккин ячĕ те пур.
Нина Георгиевна Фомина вăтам шкула ылтăн медальпе вĕçлесе аслă шкулти экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Шут ĕçченĕн специальноçне алла илме тĕллев тытнă хастар университетра та яланах чи-чи кăтартуллисен шутĕнче пулнă. Вăлах Шупашкарти Мускав районĕнчи Çамрăксен правительствин членĕ, курс старости, волонтерсемпе донорсен комитечĕн председателĕ тата ытти те. Нумай хутчен студентсен конференцийĕпе фестивалĕсене хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, наградăсем илнĕ.
Республика Элтеперĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Игнатьев аллинчен вара вăл иккĕмĕш хут пысăк наградăна тивĕçнĕ: пĕрремĕшĕ _ Президент стипендийĕ, иккĕмĕшĕ _ аслă шкулăн чи лайăх выпускникĕ пулнине ĕнентерекен свидетельство. Ашшĕ-амăшĕпе тăван-пĕтенĕсен Нина Георгиевна çитĕнĕвĕпе савăнмалăх пур. Сăмах май каласан, малтанхи стипендине хĕрача Алманчăри шкулта вĕреннĕ чухнех илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)