04 июля 2015 г.
ÇАК кунсенче республикăра "2015 çулхи выпускниксем _ 1941 çулхи выпускниксене" ятпа гражданла патриотла акцин финалти ăмăртăвĕ иртнĕ. Чăваш Ен шайĕнчи тупăшăва çакланас текенсем вара малтан вырăнсенчи муниципалитетсенче тĕпчев ĕçĕсемпе творчество конкурсĕсене хутшăнса палăрнă. Республика шайĕнче вара район чысне Аслă Чементи вăтам шкулти К. Ивановапа К. Убаськина, А. Кадушкин, Т. Сюзюкина, Л. Антонова, çавăн пекех "Ассорти" ташă ушкăнĕ хỹтĕленĕ çеç мар, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вăрçă темипе артистсем сцена çине тухса юрă-ташăпа савăнтарни куракансемшĕн чылайлăха асра юлĕ, тĕпчев тата творчество ĕçĕсем вара Çар Мухтавĕн музейĕнче упранĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)