Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

27 мая 2015 г.

Иртнĕ эрнере районти шкулсенче вун пĕрмĕш тата тăххăрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал 289 каччăпа хĕр алла аттестат илме ĕмĕтленет. Тăххăрмĕш класран 500ĕн вĕренсе тухаççĕ. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи С. Викторов тата район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пурнăçри ачалăх тапхăрне хыçа хăварнине çирĕплетсе янăракан юлашки шăнкăрав ячĕпе ирттерекен Алманчăри вăтам шкулти уява хутшăнчĕç. Кунта кăçал 11 ача алла аттестат илмелле.

Уяв ячĕпе саламланă май, Н. Глухов тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ хыççăн çамрăксем чылайăшĕ тăван тăрăха каялла таврăнасса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Шкулпа сыв пуллашакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Фомин, А. Дружинин педагог-ветеран, М. Горбунова директор, унăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Губайдуллина, Р. Петрова класс ертỹçи, Красномайскинчи шкул-сад заведуюшийĕ Л. Хадарова тата ыттисем саламларĕç. Вун пĕрмĕшсем пĕрремĕшсене хăйсем пек матур та харсăр пулма сĕнỹсем пачĕç. Б. Губайдуллин выпускникпа А. Мышова юлашки шăнкăрав шăнкăртаттарчĕç.

Туçари вăтам шкулти 11 класри 22 выпускникшăн майăн 23-мĕшĕ яланлăха асра юлĕ. Вĕсене тата 9 класран вĕренсе тухакан 31 ачана (тен, хăшĕ-пĕри техникумсемпе училищĕсене çул тытĕ) телейлĕ кун-çул сунса юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак ятпа выпускниксене вăтам шкул директорĕ П. Шашкин, вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ П. Мулюков, район администраци представителĕ О. Гусарова, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Е. Перепелкина, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, В. Салминпа В. Мулюкова педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, кĕçĕн классенче пĕлỹ панă Л. Глинкинапа Е. Углева, класс ертỹçи Р. Ямалетдинова, ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Н. Шакмаева тата ыттисем ăшшăн саламларĕç. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тивĕçлĕ тытма, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăнăçусем сунчĕç.

Алла аттестат илме хатĕрленекенсем те парăмра юлмарĕç. Ашшĕ-амăшне, учительсене вĕсемшĕн пăшăрханма кирлĕ маррине каларĕç, аслисен питне хĕретмессе шантарчĕç.

Кунĕ хĕвеллĕ те уяр тăчĕ. Ачасен кăмăлĕ савăк пулчĕ. Ачалăха хыçа хăварса, çутă малашлăха ĕмĕтленсе, чăннипех те шкулпа сыв пуллашса шăрантарчĕç вĕсем юрăсем.

Чи ăшă сăмах педагогика коллективĕ ячĕпе пулчĕ. Пуçласа çурăм хыçне сумка çакса килнĕ ачасене вĕрентсе воспитани панăшăн, çын тунăшăн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн чĕререн тав вĕсене.

х х х

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкултан 28 каччăпа хĕр вĕренсе тухать. Çак ятпа вĕсене вуннăмĕшсем шăнкăравсем парнелерĕç. Уяв ячĕпе выпускниксене район администрацийĕн представителĕ М. Валитов, ял тăрăхĕн ертỹçи М. Айзатуллов, шкул директорĕ Г. Абейдуллова, пуçламăш классенче вĕрентнĕ М. Ахметовапа Н. Чабаева, класс ертỹçисем В. Егорова, Ф. Хафизова, Г. Земдихановапа Д. Алеева, амăшĕсем, пĕрремĕш классем саламларĕç. Малашнехи тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухма, хăйсене килĕшекен профессисене алла илме сунчĕç.

Вĕренỹре, спортра, обществăлла пурнăçра хастар пулнисене Хисеп грамотисемпе дипломсем пачĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика