23 мая 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине чыслăн уявларăмăр. Çавах унпа çыхăннă самантсем малашлăхра та сахал мар-ха. Акă, райадминистрацин ЗАГС пайĕ вăрçă участникĕсен çемйисене уява пуçтарчĕ. Зала Мендельсон вальсĕпе Алманчăри Валентина Николаевнапа Юрий Петрович Куцыпинсем (вăрçă ветеранĕ, 67 çул пĕрле пурăнаççĕ), Шăнкăртамри Гельзиря Халитовна тыл ĕçченĕпе Хади Хайретдинович Камалтдиновсем (вăрçă ветеранĕ, 62 çул пĕрле пурăнаççĕ), Треньелĕнчи Васса Павловнапа Иван Николаевич Михайловсем (60 çул), Патăрьелĕнчи Олимпиада Алексеевнапа Владимир Иванович Еслюковсем (55 çул) утса кĕчĕç (ỹкерчĕкре). Пурин çинчен те ăшă сăмахсем нумай калама пулать. Куцыпинсем 3 ача, Камалтдиновсем _ 8, Михайловсем _ 4, Еслюковсем 4 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурин те мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пур. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă мăшăрсем. Вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пурах.
Юбилярсене çак ятпа район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тăванĕсем саламларĕç. Треньелĕнчи Краснов ячĕллĕ шкул-сад воспитанникĕсемпе культура ĕçченĕсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)