01 апреля 2015 г.
Аттен тетĕшĕ _ Григорий Максимович Артемьев _ 1914 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Алманчăра çуралнă. Вĕсем пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă: 4 ывăл та 1 хĕр. Ялти шкулта Кирук лайăх вĕреннĕ. Малалла пĕлỹ пухас ĕмĕчĕ те пысăк пулнăран Патăрьелĕнчи педагогика училищине кĕрет. 1937 çулта вăл аллине диплом илет, тăван ялта истори предметне вĕрентет. Анчах нумаях ĕçлеймест, çар службине кайма ят тухать. 1938-1940 çулсенче финсемпе пынă вăрçа хутшăнать. Салтак аттине хывсан татах юратнă профессийĕпе вăй хурать. Пĕчĕкрен килĕштернĕ чипер хĕрпе _ Липăпа _ пĕрлешет.
1941 çулхи январьте çемьене çĕнĕ "кайăк" хутшăнать. Телейлĕ мăшăр хĕрне Фаина ят парать. 1941 çул, июнĕн 22-мĕшĕ. "Вăрçă пуçланнă. Фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ", _ янăраса тăнă ялта. Кунсерен тенĕ пек ялти вăйпитти арçынсене вăрçа ăсатнă. Малтанхи кунсенчех Г. Артемьевăн тетĕшĕ _ Василий Максимович _ тухса каять. Килĕнче мăшăрĕ тата ывăлĕпе хĕрĕ тăрса юлаççĕ.
Ăслă та пултаруллă учителе бронь панă. Ун пек çынсем тылра та кирлĕ пулнă. Анчах та Григорий Максимовичăн патриотлăх туйăмĕ пысăкран килте ларайман. Çĕршыв хăрушлăхра чухне вут чĕреллĕ çамрăк вăрçах талпăннă. Вăл кун сиктерсе çар комиссариатне кайнă, фронта яма ыйтнă. Çапла вара 1941 çулхи августра хăй ирĕкĕпе тухса каять.
Пĕлỹллĕ каччăна артиллери училищине вĕренме яраççĕ. Кунта та çăмăлах килмен, анчах курсантăн тавçăрулăхĕ, чăтăмлăхĕ çителĕклех пулнă.
Фронтра та тăван çĕршыв, çуралнă ялĕ, юратнă мăшăрĕпе хĕрĕ асĕнчен пĕрре те тухман тăшмана çĕнтерсе мирлĕ пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленекен çамрăкăн. Çакă унăн çырăвĕсен-че те лайăх курăнать.
1942 çулхи январĕн 29-мĕшĕ.
"Алма-Ата çывăхĕнчи Ала-Тау текен ту хушшинче, пĕчĕк хулара _ Талгарта _ пурăнатпăр. Пĕрмаях артиллери ĕçне вĕренетпĕр. Икĕ уйăх вĕрентĕмĕр, тата 4 уйăх тăрса юлчĕ, унтан вара фронта лекетпĕр. Тен, унччен вăрçă та чарăнĕ.
Анне, эсĕ маншăн ан хуйхăр, сывлăхна упра епле пулсан та. Эпĕ таврăниччен пурăн...
" 1942 çулхи февралĕн 19-мĕшĕ.
"Липа, эсĕ çырса янă пекех, сирĕн карточкăра пăхса тăрсан-тăрсан шухăша кайрăм. Куçран куççуль те тухрĕ. Питĕ кăмăл хуçăлчĕ. Юратнă хĕрĕм мĕнле ỹссе пынине те кураймарăм. Липа, эсĕ выльăх валли улăм çитет тесе çырнăччĕ. Улма та нумай тенĕ. Эх, çав улмана пĕрре кăна тăраниччен çиесчĕ. Пĕлтĕр асăнмалăх çирĕм пуль... Липа, эпĕ саншăн питĕ савăнатăп. Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп _ ăçтан эпĕ сан тĕлне пулнă? Эсĕ пулман пулсан килте мĕн куратчĕç? Халь эсĕ çимелли те çитет тетĕн, суйса çырмастăн пулсан. Вутă та пур тетĕн. Çавăнпа, Липа, эпĕ питĕ савăнатăп. Эпĕ сана пĕчĕк чухнех юратнă тесе яланах калаттăмччĕ. Ун чухне иксĕмĕр пĕрле пуласса аса та илмен..."
1942 çулхи мартăн 21-мĕшĕ. "Липа, эсĕ пĕлетĕн пулсан та ман сире мĕнле курас килнине, веçех чухлаймастăн пуль. Çав юратнă хĕрĕме хăçан алла илсе сиктерĕп-ши?"
Ывăлĕсем вăрçа тухса кайсан амăшĕн сывлăхĕ кунсерен хавшасах пынă. Кирук хăйĕн çырăвĕсенче амăшне сывлăхне упрама, епле пулсан та вĕсем таврăниччен пурăнма ыйтать. Çук, кĕтсе илеймен пурнăç парнеленĕ çынни ăмăрткайăк пек ывăлĕсене. Вăл 1942 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
1942 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ. "Анне вилни çинчен хут илсен эпĕ çырăва вуласа та тухаймарăм. Вырăн çине выртса вĕри куççульпе йĕтĕм. Мĕнле хаклă вăл çуратнă анне! Çут тĕнчере аннерен хакли çук". Вĕренсе пĕтерсен Григорий Артемьев Сталинград фронтне лекет. Кĕçĕн лейтенант Сталинград хулишĕн пынă хăрушă çапăçусене хутшăнать. Батарея командирĕ ирсĕр фашистсене тавăрассишĕн вилĕм вучĕ витĕр миçе хутчен тухнă-ши? Шел, тăшмана Сталинград патĕнче тĕпĕ-йĕрĕпе çапса аркатиччен те пурăнайман. Гитлер çарне 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче тĕп тунă. Чун-чĕререн çĕнтерĕве шанса кĕрешнĕ Григорий Максимович Пичуга ялĕ çывăхĕнчи çапăçура 1942 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе куçне хупнă. Çакăнтах ăна пытарнă. Каярахпа шкул çывăхĕнчи масара куçарнă. Вĕренекенсем ун вил тăприне тирпейлесе тăраççĕ, кашни уяврах чечек кăшăлĕсем хураççĕ.
1943 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Василий Артемьев сержант та вăрçă хирне выртса юлать. Вăл Гомель облаçĕнчи Речински районĕнчи Ровенская Слобода ялĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Тăван килне Григорий Максимович çĕнтерỹпе таврăнайман. Сиктереймен вăл аллинче хĕрне, ыталайман ытарайми мăшăрне. Каласа парайман хăйĕн паттăрлăхĕсем çинчен тăванĕсене. Эпир мирлĕ пурнăçра пурăнччăр тесе пуçне хунă.
Хăрман сан йывăççу, Кирук тете! Хĕрỹ, Фаина Григорьевна, Кукеç поселокĕнче пурăнать. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Мăнуку _ Олимпиада Анатольевна _ Шупашкар хулинче судья пулăшуçинче тăрăшать. Эсир вара, çĕнтерỹçĕ-салтаксем, яланах пирĕн асра
Н. АЛЕКСАНДРОВА. Патăрьел ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)