18 марта 2015 г.
Алманчăри вăтам шкулта физкультура урокĕсене ирттерекен Н. Зимин вĕренекенĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе ытларах йывăр атлетикăпа савăнтараççĕ. Шкулта уроксем хыççăн штанга йăтакансем валли секци уçнăранпах вĕрентекен çамрăк ачасене спортăн çăмăл мар тĕсĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хывма пулăшать. Унăн вĕренекенĕсем _ А. Мышовпа Д. Исаков _ паянхи кун Раççей спорт мастерĕ таранах çитнĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ 1998 çулта çуралнисемпе вĕсенчен кĕçĕнрех йывăр атлетсен республика чемпионатĕнчен те пысăк çитĕнỹпе таврăнса савăнтарчĕç. Хăйсен виçисенче Д. Павлов, Т. Павлов малти вырăнсене йышăнчĕç. Кăшт выляса ярса А. Чихинпа П. Леонтьев иккĕмĕш вырăна тухрĕç.
Район команди те çак ăмăртуран çитĕнỹпе таврăнчĕ. Унăн чысне Алманчă, Нăрваш Шăхаль, Çĕньял шкулĕсенче вĕренекенсем хỹтĕленĕ. А. Давыдов, Н. Трифонов, Н. Зимин тренерсен те хăйсен воспитанникĕсемпе савăнмалăх пур. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Лампасов, Çĕньялти А. Ухварин, З. Мурзукова, Нăрваш Шăхалĕнчи А. Адикин 1-3 вырăнсене йышăннă.
Н. Зимина "2014 çулхи республикăри чи лайăх тренер" ята пани те ĕçе тата хавхаланса туса пыма май парать.
Н. НИКИТИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)