03 декабря 2014 г.
Е çăпата ĕмĕрĕсĕр çут калуш пулман Пурнăçăн кашни тапхăрĕ историнче хăйне евĕр йĕр тĕрлет. Иртнисĕр малашлăх пулмастех. Енчен те эпир паянах аваллăх йăлине аваллăха ăсатсан, çитĕнекен çамрăк ăру, пирĕн мăнуксем çăпата ĕмрисĕр çут калуш пулманнине те çирĕплетеймĕç. Пирĕн мăн асатте-асаннесем усă курнă турахуппа кĕнчеле, кисĕппе кĕвенте, ал арманĕпе çил арманĕ, шỹлкемепе масмак мĕн иккенне мар, ячĕсене те манĕç. Çапла мар-и-ха? Çавăнпа та эпĕ паян шкулсенче, ял тăрăхĕсенче краеведени музейĕсене тытса, йĕркелесе, экспонатсене пуянлатса пыракансен умĕнче пуç таясшăн. Вĕсенчен пĕри _ Алманчăри халăх музейĕ.
"Аваллăх управĕн" истори тымарĕ çулсем иртнĕçемĕн аякран-аякка кайса пырать. Ăна пысăк хастарлăхпа йĕркелесе яракан В. Васильев хăй те темиçе çул каялла чăн çĕре куçрĕ. Василий Ивановичăн йывăр тăпри çăмăл пултăрах. Паян музейра упранакан 1200е яхăн экспонатăн малтанхи экземплярĕсем вара 1968 çулта ял шкулĕнчи çар тата ĕç мухтавĕн пỹлĕмĕнче вырăн тупнă. Вăхăт иртнĕçемĕн, тепĕр вунă çултан ăна шкул музейĕ туса хунă. Аваллăх кĕтесĕ пуянланса пынине кура вара ăна колхоз шайне илсе тухнă темелле. Ун хыççăн вара çак ĕçе администраци, колхоз ĕçченĕсем, уйрăм çынсем те пысăк хастралăх кăтартса çемье архивĕсенче пытанса юлнă экспонатсене пуçтарнă. 2002 çулта краеведени музейĕ ята илнĕ хыççăн нумай та тăман Алманчăсем ял историйĕпе çĕр ĕçченĕн пурнăçне, чăвашсен культурине сăнлакан кĕтесе чи çỹллĕ шая çитернĕ. 2005 çулта "Халăх музейĕ" ята çĕнсе илнĕ.
Паян музейра упранакан экспонатсен 70 проценчĕ оригинал шутланать. Курав залĕсене тематикăпа ушкăнланă. Кунта çĕр ĕçченĕн, хресченĕн ĕлĕкхи пурнăçĕ те, вăрçă паттăрĕсен хастарлăхĕ те, уйрăм çынсен пултарулăхĕ тата ытти те курăнать. Япаласем пурте хăйсен вырăнĕнче, типтерлĕн упранаççĕ. Унăн ертỹçи А. Павлова каласа панă тăрăх, Алманчăри халăх музейне ял çыннисем çеç мар, тавра ялти шкул ачисем, студентсем те килеççĕ, тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсем ирттерме материалсем пухаççĕ тата ытти те. Ял тăрăх пуçлăхĕн Г. Фоминăн музея пуянлатас, çĕнетес тĕлĕшпе малашлăх планĕсем те пур. Çавăнпа та çак ялта истори пĕлтерĕшлĕ кĕтес çывăх вăхăтра "вилменни" сисĕнет.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)