Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĕМĕТ ĕМĕРĕ ТАТĂЛМАСТЬ

16 августа 2014 г.

Аслă Çĕнтерỹ çитмĕл çул тултарасси çывхарнă май тата çулăмăр чиперех малалла тăсăлнипе савăнса тăхăр вун икĕ çула çитрĕм, татах пурăнас килет.

Çынна мĕн телей кỹрет? Пурнăç телейлĕ, эхер, унăн тĕллевĕсем пархатарлă пулсан. Хăш тĕллев пархатарлă? Эхер, сирĕн ĕçĕр, мĕн туса пурăнни çуралса ỹснĕ яла, юратнă хулана, тăван халăха пайта кỹрет пулсан. Пархатарлă тĕллев пурнăçа илем кỹрет, çынна телей парнелет.

Пытарам мар, Турра ĕненетĕп пулсан та çылăхсене каçарттарма пĕрре те чиркĕве каяймарăм. Алманчăн кивĕ чиркĕвне те, çĕннине те. Ỹкĕнмелли пурах çав. Ара, писательсем мана тĕрĕсех ỹпкелеççĕ: вăрçăра пулнă, анчах Берлинти рейстаг стени çине ят чăрмаласа хăварайман. Мĕскĕн çав, мĕскĕн... Ара, çĕнтерĕве Берлинта мар, Будапештра кĕтсе илме тиврĕ-çке. 1945 çулта кĕркунне Аслă Октябрь уявне çак хулара чаплăран та чаплă маршалпа К. Е. Ворошиловпа пĕр сĕтел хушшинче палăртнăччĕ. Ун чухне çыхăнăвăн Хĕрлĕ çар резервинчи 7-мĕш бригада штабĕнче строевой чаçре ĕçлеттĕм. "Ĕнентерỹ хучĕ пур-и вара?" - ыйтрĕ каллех писатель. Хăй вăл тар шăршине пач шăршласа курман. Çырма та манран чылай каярахпа пуçланă.

Хĕрлĕ çар ретне эпĕ 1942 çулта тăтăм. Çапăçусене çурçĕр-хĕвеланăç фронтĕнче Демьянск хули çывăхĕнче хутшăнма тиврĕ. Ун чухне Хĕрлĕ çар фашистсен 16-мĕш çарне тухайми ункăна çавăрса илесшĕнчĕ. Ку çар çав ункăран "Çурçĕр" ушкăнти ытти эшкерĕсемпе Ловать юхан шыв тăрăх тăватă çухрăма яхăн коридорпа кăна çыхăнатчĕ. Пирĕн задача, çав коридора пĕтермелле. Тăшман йывăррăн хашлатса сывлать, анчах парăнасшăн мар. Кокушкино ялĕшĕн пынă юнлă çапăçусем уйрăмах асран тухмаççĕ. Ку ялта фашистсен ултă кĕпçеллĕ миномечĕсен батарейи тăратчĕ. Пирĕн çине мина хыççăн мина вăркăнтаратчĕ çавскер.

16-мĕш çар пуçĕ Эрнст Буш генерал-фельдмаршал гитлеровецсем Сталинград хутлăхĕнче лачакана тухайми кĕрсе ỹкнине курсан, тарăн шухăша путать. Унăн та çав намăса курмалла ан пултăрччĕ. Путлăха тухайми çакланасси çывхарса çитсен генерал-фельдмаршал хăй аллинчи çара вăрттăнраххăн, майĕпен-майĕпен тарса тухма хушать. Фашистсен 16-мĕш çарĕ, чылаях иксĕлсе, Хĕрлĕ çар аллинчен çапла хăтăлать.

Çурçĕр-хĕвел анăç фронтĕнче эпĕ пулеметчиксен ротинчеччĕ. Тăшман çине тапăнса пынă чухне хырăмран йывăр амантăм. Çур çула яхăн Иваново çар госпиталĕнче сиплентĕм.

Госпитальтен мана Калинин фронтне, Великие Луки хулине ячĕç. Ку хулана тăшман Сталинград пекех вăйлă аркатнă. Хулан хĕвел анăç енче Чĕкеç тỹпемĕ (Ласточкина гора) пур. Фашистсем ку тỹпеме хăйсен аллинче тытаççĕ. Аякрине кураççĕ, пура-çука йăлтах асăрхаççĕ. Иртеймĕн, çỹреймĕн. Тăрăшсан-тăрăшсан ку тỹпеме хамăрăн турăмăрах. Çавăн хыççăн тỹпемшĕн чăн-чăн тỹпелешỹ тапранчĕ. Çапăçусем ик эрне ытла тăсăлчĕç. Малтан йывăç-курăкпа витĕннĕ тỹпем чиперех симĕс курăнатчĕ, унтан артиллери хура тăпра, хăмăр тăм сирпĕтсе кăларчĕ.

Тỹпеме пурпĕр хамăр аллăмăрта хăвартăмăр.

Кунти çапăçура сирпĕтỹллĕ пуля (разрывная пуля) сылтăм лапатка шăммине ватрĕ. Катана - Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи Кокчетав хулине кайса сипленме тиврĕ.

Вăрçа Будапештра вĕçлерĕм. Кунта çыхăнăвăн 7-мĕш бригади штабĕнче строевой чаçре ĕçлерĕм.

1945 çул вĕçĕнче мана çар хĕсметĕнчен киле ячĕç. Алманчăран Будапешта çитиччен виçĕ çула яхăн миçе окоппа траншея тăрăх йăраланнине шутласа та пĕтереймĕн! Будапештран Алманчăна пуйăспа эрнеренех çитрĕм.

Çын ỹкме те, тытăçсăрланма та, суранланма та пултарать. Çакна йĕркеллех темелле. Ỹкнĕ хыççăн тăма шутламасан, малалла кайма тапранмасан, çакна вара юрăхлă теме çук. Этем ĕмĕчĕ ĕмĕрĕпех татăлмасть, çартан таврăнсанах ĕç вырăнĕ шырама пикентĕм.

- Тăван ялăрта учитель вырăнĕ килес çул пулать. Унччен кỹршĕ ялта, сăмахран, Тутар Сăкăтĕнче ĕçлеме килĕшмĕр-и? - сĕнчĕç районти çутĕç пайĕнче.

- Кỹршĕ ялсем тăрăх çỹретместĕп. Вăн пỹрт умĕнче хурăн пĕренесем выртаççĕ. Шăллăрпа хăма çурăр та карта тытăр, - хушрĕ анне. Ишĕлни вырăнне çĕнĕ карта тытма ĕлкĕрейменчĕ-ха, парти райкомне чĕнчĕç - район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçе пуçăнма хушрĕç.

- Килĕшместĕп. Пичете юрăхлă çырас пултарулăх çук ман.._ хирĕçлерĕм райком секретарьне В. А. Алексеева.

- "Çу кунĕн каçĕ"... Вăрçăчченех "Сунталра" пичетленнĕ ку сăвă. Акă тепĕр сăвă - "Шантарса калани". "Илемлĕ литература" альманахра 1944 çулта вун улттăмĕш кĕнекере пичетленнĕ... "Манăн пурăнас килет" статья "Чăваш коммуни" хаçатра кун çути курнă. Сĕтел ещĕкĕнчен хаçат-журналăн пĕр номерĕ хыççăн теприне кăларчĕ Варсонофий Алексеевич. 1946 çулхи пуш уйăхĕнче район хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕнче ĕçлеме пуçăнмалла пулса тухрĕ.

Шăпам унталла та, кунталла та туртать. Икĕ çулпа тапаланатăп. Тăхăрвун икке çитрĕм ĕнтĕ, çапах хăш çулĕ ырăраххине тавçăраймастăп. Иккĕшĕнпе те харăсах утма тăрăшатăп, мĕншĕн тесен иккĕшне те чунран кăмăллатăп. Педагог пулас ĕмĕтпе Патăрьелĕнчи педагогика училищинче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университетра) вĕрентĕм. Шкул ачисене ăс патăм. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистсем хатĕрлессине пуçартăм.

Вăрçă хыççăн темиçе çуллăха тăлмач ĕçне кỹлĕннĕччĕ. Студентсемпе пĕрле тутар писателĕн Кави Наджмин "Çурхи çилсем" романне чăвашла куçарса пичетлерĕм. Николай Котышăн "Чайка" хайлавне куçарса Валентина Терешковăна парнелерĕм. Йывăр пулсан та Лев Толстойăн трилогине чăвашла куçарса "Ача чухнехи. Çамрăклăхпа яш ĕмĕр" ятпа пичетлерĕм. Калавсем те хайларăм. Вĕсене "Çыхман çапă шăпăр мар", "Юратусăр телей çук" кĕнекесенче кун çути кăтартрăм тата ытти те.

Çуралса ỹснĕ ялтан хаклăраххи урăх çуках, пулма та пултараймасть. Тăван район та чĕрене çывăх. Ĕçĕм-хĕлĕме тăван ялпа, районпа çыхăнтартăм. Пĕр вăхăт Анат Туçари шкулта ачасене вĕрентрĕм. Район хаçачĕн редакцийĕнче тăватă çул яваплă секретарьте тăрăшрăм.

Ĕмĕрĕмĕр кĕске, кун вăрăм. Ăна-кăна вĕçĕмсĕр шухăшлакан çын мар эпĕ. Вăрăм шухăш, йывăр хуйхă килсех тăрать. Тăван Крыма хамăр çунат айне тавăртăмăр, халĕ, ав, усал вăйсем тăванла Украинăна пирĕнпе хирĕçме тăратасшăн тăрмашаççĕ. Аслă Пỹлĕхçĕ, хăватлă Пихампар! Ырă кăмăлăрпа çырлахăр пире! Ырă тĕллевĕмĕрсене пурнăçлама çăмăллăх парăрччĕ.

И. ТЕНЮШЕВ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Тава тивĕçлĕ профессорĕ, отставкăри капитан.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика