Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем Сашăна ăнăçу сунаççĕ

13 августа 2014 г.

 АВГУСТĂН 18-25 мĕшĕсенче Грозный хулинче йывăр атлетикăпа Раççей чемпионачĕ иртет. Унта пирĕн ентеш, Алманчă каччи _ Александр Мышов _ хутшăнать. Саша хăйĕн виçе категорийĕнче августăн 20-мĕшĕнче ăмăртĕ.

Александр Мышов Алманчăра вĕреннĕ, Н. Зиминпа Г. Иванов тренерсем пулăшнипе спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Хальхи вăхăтра Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренет. Вăл кĕрешессипе темиçе хут та Тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул Эстонире йывăр атлетикăпа Европăра мала тухассишĕн 20 тултарман юниорсем хушшинче иртнĕ ăмăртăва та хутшăннă. Унта виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Хальхинче те Саша пире çитĕнỹсемпе савăнтарасса шанса тăратпăр, ăнăçу сунатпăр!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика